Пархатарлӑ ачисем ашшӗн ҫутӑ сӑнарне манмаҫҫӗ

Игнатий Сайков сержантӑн хӗрӗсем ашшӗ вӑрҫӑ хирӗнче "Паттӑрлӑхшӑн" медале тивӗҫнине Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвас умӗн тин тӗпчесе пӗлнӗ.

Игнатий Сайков фронта вӑрҫӑ пуҫлансанах тухса кайнӑ, анчах Ҫӗнтерӳ кунне унӑн тӑван ялӗнче, Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Ишпуҫра кӗтсе илме тивнӗ: йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн 43-мӗш ҫулта ӑна килне янӑ. Суранланнӑ ури чӑтмалла мар ыратнӑ пулсан та, 10 ача ашшӗ нихҫан та ахаль ларман, колхозра агротехник пулса ӗҫленӗ, ял ҫыннисене тӗрлӗ хут ҫырма пулӑшнӑ. Хӗрӗ, Елена Бадаева, асилнӗ тӑрӑх, Игнатий Максимович вӑрҫӑ ҫинчен калаҫма юратман, ачисем унӑн медалӗсене те нихҫан та курман.

Марина Карягина, Светлана Позднякова, Владимир Синдеев