Ҫӗнӗ глэмпинг Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ. Юханшывпа хӑтлӑ пӳлӗмренех киленме пулать, иккен. Чӳречесем урайран пуҫласа мачча таринех. Джакузи те пур кунта. Ятарлӑ хурансем те вырнаҫтарнӑ. Канмалли майсем пӗтӗмпех пур. Кану вырӑнне йӗркелекенсен сӑмахӗпе, кунти илемлӗхе шута илсе ҫуртсене хӑпартаҫҫӗ те.
Кану ҫуртне "Четыре сезона" ят панӑ. Ҫулла та, хӗлле те хӑнасене йышӑнма хавас кунта. Шыв, газ кӗртнӗ. Пӳлӗмсенче ӑшӑ урай пулать. Сивӗ пулмӗ канакансене. Строительсем 20 ытла ҫурт хӑпартнӑ. Вӗсенче пысӑк ушкӑнпа та, иккӗн те канма пулать. Кашни турист кӑмӑлне шута илнӗ. Унсӑр пуҫне бассейн тата спорт лапамӗсем те тӑваҫҫӗ. Падел-теннис вӑййине килӗштерекенсем вара ҫӗнӗ лаптӑка хаклама пултарӗҫ.
Унсӑр пуҫне ресторан пулать. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама уйрӑм грант ҫӗнсе илнӗ те ӗнтӗ. Глэмпинга "Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Ҫуртсене хӑпартма федераци хыснинчен 70 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Каласа хӑвармалла, ку инвесторӑн укҫи-тенкипе танлашать. Ҫӗнӗ кану вырӑнне кӗҫех кашни кӑмӑл тӑвакан хаклама пултарӗ. Йӗркелӳҫӗсен сӑмахӗпе, глэмпинга ҫак уйӑхра уҫма палӑртаҫҫӗ.
Вероника Павлова, Виктор Степанов, Святослав Петров








