Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗ асамлӑ сасӑпа тулчӗ. "Легендарный красный" ятлӑ ретропоезд юмах тӗнчинчен килнӗ тейӗн. Локомотив пӑс вӑйӗпе ҫӳрет, ӑна ӗҫлеттерме вуншар тонна кӑмрӑк кирлӗ, иккен.
Ачисене ҫул ҫӳреве ӑсатма килнӗ ашшӗ-амӑшӗ те пуйӑс ҫумӗнче тӑрса сӑн ӳкерӗнме васкарӗ. Иртнӗ ӗмӗрте туса кӑларнӑ локомотив кӗҫӗннисене ҫеҫ мар, аслисене те тӗлӗнтерчӗ.
Ҫулҫӳревре ачасемпе пӗрле Василий Чапаев дивизи пуҫлӑхӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫ пулчӗҫ. Хайнеевӗрлӗ истори урокӗ. Хастарсем валли кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Маршрута вӗренӳре, спортра, обществӑлла пурнӑҫра палӑрнӑ шкул ачисем тухрӗҫ.
Каласа хӑвармалла, локомотивӗ ҫеҫ иртни ӗмӗрте туса кӑларнӑскер, ун хыҫне ҫаклатнӑ икӗ вакун вара хальхи йышшисем. Вӗсен интерьерне ятарласа киветнӗ, паллӑ чӑвашсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ. Чылай ача пуйӑспа пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ, иккен. Ҫапла вӗсен ҫутӑ ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ теме пулать.
Ҫулҫӳревҫӗсене кашни чарӑнура вырӑнти юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем кӗтсе илчӗҫ. Канашра вара вӗсем музейсене кӗрсе курчӗҫ, хулан историйӗпе ҫывӑхрах паллашрӗҫ. Маршурт икӗ куна тӑсӑлчӗ. Ачасем Шупашкарти хӑна ҫуртӗнче ҫӗр каҫрӗҫ, кафесенче апатланчӗҫ. Чӑн-чӑн туристсем пекех. Тӑкаксен ытларах пайне республика хыснинчен саплаштарнӑ. Вунӑ кунра пурӗ ҫулҫӳревре пин ытла ача пулса курнӑ.
"Легендарный красный" ретропоезда вара Чӑваш Енре кӗркунне татах кӗтеҫҫӗ. Маршрута йӗркелекенсен сӑмахӗпе, ун чухне пур кӑмӑл тӑвакан та ӗлӗкхи пуйӑспа ҫула тухма пултарӗ.








