Кадыков урамӗнчи 11-мӗшпе 13-мӗш ҫуртсен картишӗнче асфальт улӑштараҫҫӗ, тротуарсене тата подьездсем патне пымалли ҫулсене ҫӗнетеҫҫӗ. Пурӗ кунта 4 пин те 300 тӑваткал метр ҫул тата пин те 600 тӑваткал метр тротуар сармалла. Ҫак ӗҫе тума 23 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ӗҫсем кунта вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ку ҫуртсенче пурӑнакансем малашне ача-пӑча лапамне юсаса ҫӗнетес шухӑшлӑ.
Эльгер урамӗнчи 16-мӗш ҫурта Гузовски урамӗпе ҫыхӑнтаракан тротуара та ҫӗнӗрен сараҫҫӗ. Пурӗ вӑл 700 тӑваткал метр йышӑнать. Палӑртнине ӗҫе кӗртме 3 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Пурӗ вара кӑҫал Шупашкарта 84 тротуар юсамалла. Паянхи куна плана 60 процента яхӑн пурнӑҫланӑ. Ку енӗпе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров








