Стадиона уҫни кӳкеҫсемшӗн пысӑк парне пулчӗ. Ҫакна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ. Малашне кунта юнашарти 1-мӗш шкулта вӗренекенсем те, ҫак тӑрӑхра пурӑнакансем те сывлӑхне ҫирӗплетме пултарӗҫ. Спорт лапамне "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ.
2 пин тӑваткал метр лаптӑкра футбол уйӗ, чупмалли ҫулсем, куракансем валли трибунӑсем, тренажёрсем вырнаҫтарнӑ. Халӗ кунта сывӑ пурнӑҫа пӑхӑнма, спортпа туслӑ пулма пӗтӗмпех пур. Спортсменсемпе тренерсем стадиона хаваспах пахаларӗҫ. Пӗрремӗш кунах шкул ачисем валли футбол первенстви йӗркелерӗҫ.
Регион ертӳҫи Олег Николаев пухӑннисене саламланӑ май, ҫак объекта тума кунта пурӑнакансем хӑйсем суйлани пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Уяв хӑнисем футбол уйне пысӑк хак пачӗҫ. Олег Николаев ачасене спортра ҫитӗнӳсем тума сунчӗ, вырӑнти футбол командине мечӗксем парнелерӗ, асӑнмалӑх алӑ пусрӗ.
Ҫӗнӗ стадиона хута яни ҫӳллӗ шайри ӑмӑртусем йӗркелеме, паллӑ спортсменсене ҫитӗнтерме май туса парать.
Оксана Верликова, Святослав Петров








