Район шайӗнчи фестиваль Раҫҫей патшалӑх ялавӗн кунне уявланипе пӗр килчӗ. Старта тухиччен территори уйрӑмӗсен 17 ушкӑнӗ, округри организацисемпе предприятисем ҫӗршыв ялавне сарчӗҫ. Унӑн пысӑкӑшӗ - 3 пин ытла тваткал метр.
Шупашкар округӗнче 60 пин ытла ҫын пурӑнать. Кӑҫал кӑна ГТО значокӗсене тивӗҫнисен йышне сывлӑха тата спорта мала хуракан тепӗр 500 ытла хастар кӗнӗ. Фестиваль йӗрки тӑрӑх нормативсене тултарасси хальхинче 8-мӗш картлашкаран малалла каякансем валли пулчӗ. Анчах та ҫамрӑкраххисене те ӑмӑртӑва хутшӑнма чарман. Пӗр сӑмахпа каласан Кӳкеҫри спорт уявне тӗрлӗ ӳсӗмри ҫын хутшӑнчӗ. Ача сатне ҫӳрекенсенчен пуҫласа ветерансем таранах.
Пурӗ фестивале 300 ытла ҫын ҫитнӗ. Ытларахӑшӗ нормативсене тивӗҫлӗн пурнӑҫласа палӑртнӑ тӗллев патне ҫитрӗ.
Алиса Александрова, Вячеслав Ильин








