Республикӑри каратэ федерацийӗн ҫамрӑк спортсменӗсем Тӗнче кубокне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ 

Кӗркуннехи ӑмӑртусен ярӑмӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт шкулӗн ҫӗнӗ комплексӗнче пуҫланчӗ. 3 татами вырнаҫма пултаракан зал 300-е яхӑн ачана ҫӑмӑллӑнах йышӑнчӗ. 

4 дисциплинӑра 4 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи спортсменсем тупӑшрӗҫ. Вӗсемшӗн пӗлтерӗшли медаль хаклӑхӗ мар, тренерсем хак парса йӑнӑшсене тӳрлетме пулӑшни. Умра - яваплӑ старт. 

Ют ҫӗршывра Чӑваш Ен чысне 4 спортсмен хӳтӗлӗ. 8 ҫулти Семён Иванов, сӑмахран, тӗнче шайне пӗрремӗш хутчен тухӗ. Ве-Ка-Це енӗпе ӑсталӑхне туптакан Азандей Тимофеев пӗр тӑванӗсене кура ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ патне талпӑнать. Унӑн пиччӗшӗсем - Тӗнче чемпионӗсем. Бангалорти тупӑшӑва ҫавӑн пекех София Матвеевапа Арина Самакина хутшӑнӗҫ.

 


Алиса Александрова, Вячеслав Ильин.