Александра Деверинская шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах спортпа туслӑ пулнӑ. Ҫӑмӑл атлетикӑна ӑна 6-мӗш класра чухне пӗрремӗш тренерӗ Мевлед Зеинетдинов явӑҫтарнӑ. Александра Тимофеевна республика ятне ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче пӗрре мар ҫӳле ҫӗкленӗ. Вӑл - Пӗтӗм тӗнчери Универсиада чемпионӗ, Тӗнче кубокӗн кӗмӗл призерӗ, хӑвӑрт утас енӗпе виҫӗ хут тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ.
Александра Деверинская пысӑк ҫитӗнӳсем патне пӗрремӗш утӑмсене тӑван тӑрӑхра тунине палӑртрӗ. Вӑл ҫӗршывра малтисенчен пӗри ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗнче палӑрма пултарнӑ. Александра Тимофеевна ҫамрӑксене ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗ тата сӗнӳ-канаш парса хавхалантарчӗ.
Паллӑ спортсмен халӗ ытларах ҫынна спорта явӑҫтарас тесе тӑрӑшать. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва пурӗ 350 ытла атлет хутшӑнчӗ: шкул ачисенчен пуҫласа спорт ветеранӗсем таранах. Старта патӑрьелсемпе пӗрлех республикӑри ытти хуласемпе округсенчен килсе ҫитнӗ спортсменсем те тухрӗҫ.
Атлетсем тӗрлӗ инҫӗшне парӑнтарчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе медальсем тата асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Оксана Верликова, Иван Макеев








