Пурӗ кавир ҫине тӗрлӗ ӳсӗмри 130 ытла спортсмен тухрӗ. Чылайӑшӗшӗн ку турнир тин пуҫланнӑ вӗренӳ ҫулӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту пулчӗ. Ҫавна май каннӑ хыҫҫӑн ачасем ҫӗнӗ сезона ҫанӑ тавӑрса кӳлӗнчӗҫ. Сергей Семенов Тикеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн пӗчӗкрен ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе ӑсталӑхне туптанӑ. Тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Сергей Анатолиевич Чӑваш патшалӑх университетӗнчи физкультурӑпа спорт кафедринче аслӑ преподовательте вӑй хурать, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи тӳре шутланать.
Ку ӑмӑртӑва Сергей Семенов тӑрӑшнипе 2018-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Ҫулсерен унта хутшӑнакансен шучӗ те ӳссех пырать. Кӑҫалхи тупӑшӑва республикӑри кӗрешӳҫӗсем ҫеҫ мар, Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Тутарстанри спортсменсем килсе ҫитнӗ.
Ӑмӑртун тӗп тӗллевӗ - ирӗклӗ майпа кӗрешессипе ытларах ачана туслаштарасси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарасси, патриотизм туйӑмне аталантарасси. Мала тухнӑ спортсменсене кубоксемпе медальсем тата асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Оксана Верликова, Иван Макеев








