4 кун Шупашкарти тӗп стадионта ҫӗршыври 54 регионтан килсе ҫитнӗ 600 яхӑн спортсмен ӑмӑртмалла. Турнир программинче ытларах тӗрлӗ инҫӗшне чупни, вӑл шутрах чӑрмавсемпе те. Ҫавӑн пекех ҫӑмӑл атлетсем хӑвӑрт утассинче, тӑршшӗне тата ҫӳллӗшне сикессинче, диск, сӑнӑ перессинче, йӗтре тӗртессинче тата ытти тупӑшура вӑй виҫеҫҫӗ.
Кубока хутшӑнакансен йышӗнче тӗнче шайлӑ спорт ҫӑлтӑрӗсем те пур. Вӑл шутра ҫӳллӗшне сикекен тӗнчери чи вӑйлӑ спортсменсенчен пӗри Илья Иванюк, шӑчӑпа сикекен Полина Кнороз, хӑвӑрт чупассипе чылай рекорд кӑтартнӑ Константин Крылов тата йӗтре ывӑтакан Валерий Пронкин. Кубокра Чӑваш Ен чысне 17 спортсмен хӳтӗлет - 9 арҫын тата 8 хӗрарӑм. Хӗрӳ тупӑшусем вырсарникун вӗҫленмелле.
Алексей Енейкин, Наталья Егорова








