Ҫитӗнӳре пирӗн спортсменсен тӳпи те пур

Индире каратэ енӗпе 16-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртрӗ. Пурӗ унта 149 категорире 482 медаль выляттарнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче чӑваш спортсменӗсем те пулнӑ. 

WKC енӗпе каратэ чемпионатне Инди ҫӗршывӗнчи чи пысӑк хулисенчен пӗринче - Бангалорта йӗркелерӗҫ. Тӗнче шайӗнчи ӑмӑрту хулари универсаллӑ спорт комплексӗнче иртрӗ. Хӑйӗн историнче ку спорт объектӗнче тӗрлӗ шайри тупӑшу йӗркеленӗ, каратэ енӗпе тӗнче чемпионачӗ вара - пӗрремӗш хут. Ку спорт тӗсӗ Индире анлӑ сарӑлнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ те тӗнче чемпионатне пысӑк делегаципе хутшӑнчӗ. 

Тупӑшун фаворичӗсем пирӗн ҫӗршывпа Казахстан командисем пулчӗҫ. Анчах та пурне те Инди спортсменӗсем медальсен шучӗпе ҫеҫ мар, хутшӑнакансен йышӑпе те кая хӑварчӗҫ. Кил хуҫисенчен пурӗ 500 ытла спортсмен мала тухассишӗн тупӑшрӗ. Чемпионат пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Инди каратисчӗсем 365 медаль ҫӗнсе илчӗҫ. Вӗсенчен 88-шӗ - ылтӑн. Каратэ конфедерацийӗн представителӗсем вара ҫитес ҫулхи ӑмӑртусен планне пӑхса тухрӗҫ. 

Командӑсем хушшинче иккӗмӗш вырӑнта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ. Пурӗ пирӗннисем 34 ылтӑн, 25 кӗмӗл тата 13 бронза медаль ҫӗнсе илчӗҫ. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки - Ялтӑри 6 ҫулти Софья Головченко пулчӗ. Хӗр ача ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Чи асли вара - Керчри 67 ҫулти Анатолий Давыденко. Вӑл кӗмӗл медаль хуҫи пулчӗ. Чӑваш спортсменӗсенчен чи лайӑх кӑтарту Шупашкарти 2-мӗш шкулта 7-мӗш класра вӗренекен Азандей Тимофеев кӑтартрӗ. Вӑл ҫӗршыв пухмачне ылтӑн тата кӗмӗль медальсемпе пуянлатрӗ.

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин