Велосипедистсене кӗтсе илме ялсенче ватти те, вӗтти те урама тухнӑ. 200 ҫынран тӑракан велоколоннӑн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук тейӗн. Вырӑнти артистсем хӑнасене чӑваш юрри-ташшипе паллаштарчӗҫ, наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйларӗҫ. Маршрут Комсомольски, Патӑрьел тата Елчӗк тӑрӑхӗсемпе иртрӗ.
"Потому что мы вместе" ятпа иртекен велочупӑва Раҫҫей профсоюзӗсен вӑйӗпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхипе 7-мӗш хут чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тӗл пулчӗҫ хастарсем. Вӗсем Архангельск, Свердловск облаҫӗсенчен, Краснодар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Уяв пурӗ 27 региона пӗрлештерчӗ. Велоколоннӑра чӑвашсем те пур. Тӗслӗхрен, Аслӑ Елчӗкре пурӑнакан 72 ҫулти Петр Петрушкин чупӑва мӗн пуҫарса янӑранпах хутшӑнать.
Профсоюз пӗрлешӗвӗн велочупӑвне тӗрлӗ професси ҫыннисем хутшӑнаҫҫӗ. Чи кирли - тимӗр утпа туслӑ пулни. Колоннӑра спортсменсем ҫук. Ҫавӑнпа та 120 ытла ҫухрӑма васкамасӑр, ятарлӑ чарӑнусем туса парӑнтарчӗҫ. Чи хумхануллӑ та кӗтнӗ самант - финиш. Унта пурте ҫитме пултарчӗҫ.
Вероника Павлова, Наталия Архипова.








