Влаҫсемпе куҫа-куҫӑн калаҫмалли, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли вырӑн

Етӗрнере фермерсен слёчӗ иртрӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем ҫак пулӑма кашни ҫул кӗтеҫҫӗ. Пӗрле пухӑнса аталану ҫул-йӗрне тишкернисӗр пуҫне, йӑлана кӗнӗ йӗркепе чи лайӑх 100 хуҫалӑха палӑртаҫҫӗ.

Етӗрне тӑрӑхне республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 200 ытла ҫӗр ӗҫченӗ ҫитнӗ. Пӗрисем гектарӗ-гектарӗпе купӑста, теприсем ҫырла ӳстереҫҫӗ. Пыл хурчӗ ӗрчетекен те сахал мар. Кунта кашниех пӗр шухӑшлӑ ҫынсене тупма, пӗр-пӗрин ӗҫӗпе хавхаланма пултарать. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Анатолий Данилов утарҫӑ та ҫакӑн пек тӗл пулусен пахалӑхне палӑртрӗ.

Фермер лавне тин кӳлӗннисем те слёта ҫитнӗ. Аслӑ ӗҫтешӗсемпе тӗл пулни вӗсемшӗн уйрӑмах усӑллӑ. Сӳтсе явмалли ыйту чылай. Кӑҫалхи ҫанталӑк ҫӗр ӗҫченӗсен чӑтӑмлӑхне ҫу каҫипе тӗрӗслет. Йӗпе-сапа тӑнипе техника уйсене кӗреймест. Ҫырла ӳстерекенсем те тӑкаксене шутлаҫҫӗ.  

Фермерсене мӗн хумхантарнине слетра пӗлме пулать те. Шӑпах влаҫсемпе куҫа-куҫӑн калаҫмалли вырӑн ку. Ял ӗҫченӗсене тӗрев парас тесе Чӑваш Енре пур пулӑшу майӗсене упраса хӑварма йышӑннӑ. Вӗсен шучӗ ҫӗртен те иртнӗ. Фермерсем тӗрлӗ продукци туса илнисӗр пуҫне туризм енӗпе те хастар ӗҫлеҫҫӗ. Чылай хуҫалӑх хӑй патӗнче ҫулҫӳревҫӗсене йышӑнать. Слетра ҫавӑн пекех чи лайӑх 100 фермера  палӑртрӗҫ.

Ятарлӑ рейтинга кашни ҫул йӗркелеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята кӑҫал Куславкка тӑрӑхӗнчи Иван Семёнов тивӗҫрӗ. 

Вероника Павлова, Вадим Владимиров.