Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри управленийӗнче тата пушар хуралӗн ирӗклӗ пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗнче ӗҫлекенсемпе пӗрле рейда тухрӗ.
Кӳкеҫре нумай хваттерлӗ ҫуртсемсӗр пуҫне харпӑр хӑй хуҫалӑх та чылай. Ытларахӑшӗн мунча пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкар округӗнче кӑна кӑмакасене усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнманнипе "хӗрлӗ автан" 22 хут алхаснӑ. Юлашки тӗслӗх ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Шорчекасси ялӗнче пулнӑ. Унта мунча мӑрйи юсавсӑррине пула 45 ҫулти арҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Рейда тухнисем малтан Черновсем патне ҫитрӗҫ. Нумай пулмасть вӗсем мунчине юсаса ҫӗнетнӗ, ҫавна май тӗрӗслев уйрӑмах вырӑнлӑ пулчӗ.
Рейд ирттерекенсем кил-хуҫалӑха вут-ҫулӑмран сыхлас тесен хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен автономлӑ приборсем вырнаҫтарма тата пушар сӳнтермелли хатӗр ал айӗнче тытма сӗнчӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗл пулнӑ кашни ҫынна хӑрушсӑрлӑх йӗркисене аса илтерекен брошюрӑсем пачӗҫ, инструктаж ирттерчӗҫ.
Ҫанталӑк сивӗтсен ҫынсем хутса ӑшӑтмалли хатӗрсемпе усӑ курма пуҫлӗҫ. Ҫавна май приборсем юсавлӑ пулнине тӗрӗслеме, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ пушар хуралӗнче ӗҫлекенсем.
Оксана Верликова, Святослав Петров.








