Ку сасӑлав участокӗнче сӑнавҫӑсем халиччен те ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене кунта ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Пӗрремӗш кунхине шӑп та лӑп 8 сехетре пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑнас текенсене йышӑнма пуҫларӗҫ. Кӗске хушӑрах 50 ҫын сасӑларӗ. Ытларахӑшне кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн кӗтеҫҫӗ.
Сывлӑх енчен хавшак хӑш-пӗр ҫын участоках ҫитме тӗллев лартнӑ. Ҫавӑнпа сусӑррисене хӑтлӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ кунта. Ятарлӑ шрифтран пуҫласа кӗме-тухма майсем туса парасси таранах. Унтан обществӑлла хастарсем Чапаев урамӗнчи 6-мӗш шкула ҫитрӗҫ. Кунта тӳрех 3 участок вырнаҫнӑ. Йӗркене тимлекенсем урнӑсене, сасӑламалли кабинкӑсене пӑхрӗҫ, кандидатсен информаци стенчӗсемпе паллашрӗҫ - ҫитменлӗхсем ҫук.
Суйлав участокӗсенче кӑҫалхи сасӑлавра пурӗ 1770 сӑнавҫӑ ӗҫленӗ. Чи пӗлтерӗшли - ҫак яваплӑ ӗҫ-пуҫа саккунпа килӗшӳллӗн ирттересси. Сӑмах май, Чӑваш Енре пурӑнакан 170 пин ытла ҫын кандидатшӑн инҫет меслетпе алӑ пуснӑ. Вӗсем хӑйсен йышӑнӑвне маларах патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче палӑртнӑ. Техника кӑлтӑкӗсене те шута илнӗ. Килти компьютер ҫӗмӗрлес пулсан участокри урлӑ электрон меслетпе суйлама юранӑ. Электрон сасӑлав та авӑнӑн 20-мӗшӗнче каҫхи 8 сехетре вӗҫленнӗ.
Алиса Александрова, Леонид Петров, Ярослав Яковлев, Святослав Петров, Вадим Владимиров








