Хула тата ял тӑрӑхӗсенчи чи лайӑх служащисене палӑртаҫҫӗ

Кӑҫалхипе конкурса тӑххӑрмӗш хут йӗркелерӗҫ. 28 специалист хутшӑнать тупӑшӑва. 

Ҫак конкурса 2012-мӗш ҫултанпа тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Хальччен унта 379 специалист хутшӑннӑ. Енчен те ытти ҫулсенче комисси конкурсантсен докуменчӗсемпе кӑсӑкланнӑ, вӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫнӑ пулсан, халӗ проектсене хак параҫҫӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене раштав уйӑхӗнче 2 номинацире палӑртӗҫ, дипломсемпе хаклӑ парнесене тивӗҫӗҫ вӗсем. 

Надежда Александрова, Игорь Ульянов.