Зинаида Александрова 70 ҫултан иртнӗ, Нина Васильева вара 80 ҫула ҫывхарать. Пӗр касра пурӑнакансем алӑ усса ларма хӑнӑхман. Вӗсен кӳрши Николай Лукин ятарлӑ ҫар операцинче хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн ун пахчинче хыт-хура ҫитӗниччен ҫӗр улми пултӑр, тенӗ. Хастарсем мӗн палӑртнине пурнӑҫа кӗртсе кӗр мӑнтӑрӗпе тухӑҫ пуҫтарса илнӗ.
Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнсан ӗҫ те кал-кал пырать. Нина Васильевнапа Зинаида Константиновна ҫакна лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем фронтри салтаксене мӗнпе те пулсан пулӑшу кӳрсе ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе ҫак ӗҫе кӳлӗннӗ. Пахчана ҫитес ҫул та пушӑ вырттарасшӑн мар.
Пухса илнӗ тухӑҫа тиесе тухма Ҫӗрпӳри аграри технологи колледжӗ транспортпа тивӗҫтернӗ. Ҫак ӗҫре Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова пулӑшнӑ. Ҫӗр улмипе ытти пахча-ҫимӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкартан гуманитари тиевӗпе ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем патне ҫитерӗҫ.
Мӗн шутланине пурнӑҫа кӗртме пултарнишӗн кинемейсем хӑйсем те кӑмӑллӑ. Сӑваплӑ ӗҫ салтаксене киле чӗрӗ-сывӑ таврӑнма пулӑшасса чун-чӗререн шанаҫҫӗ вӗсем.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров








