Яваплӑ ведомствӑсемпе пӗрле татса пама тӑрӑшӗҫ

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. 

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева патне ҫынсем тӗрлӗ ыйтупа ҫитнӗ. Кашнин - хӑйӗн нуши. Йышӑнура ҫӗкленӗ ыйтусенчен пысӑк пайӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене пырса тиврӗ. Ҫапла, паттӑрла пуҫ хунӑ салтакӑн амӑшне пӗр хут паракан тӳлеве халӗ те куҫарман. Алла Салаева ҫак ыйтӑва  ҫар комиссариачӗпе пӗрле татса пама шантарчӗ. Укҫа-тенкӗне вӑхӑтра куҫарманни ытларах чухне кирлӗ документсем ҫитменнипе, тӗрӗс мар реквизитсем  палӑртнипе ҫыхӑннӑ, терӗҫ тӗл пулура. Ку ыйтӑва та ҫитес вӑхӑтра уҫӑмлатма шантарчӗҫ. Вӑрнар округӗнчи Хурӑнсор Ҫармӑсра пурӑнакансене вара культурӑпа спорт центрӗнчи туса пӗтермен ӗҫсем илсе ҫитернӗ.

Ялта кӑҫал халӑх пуҫарӑвӗн программипе хӑтлӑ кермен хута янӑ. Раҫҫей Геройӗн Федор Кузьмин ячӗпе хисепленекен культурӑпа спорт центрӗ кӗске вӑхӑтра ял халӑхӗн тата ҫывӑхра пурӑнакансен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ. Кунта юрлама-ташлама, сывлӑха ҫирӗплетме, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме майсем ҫителӗклӗ йӗркеленӗ. Анчах та ҫӑвӑнмалли, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсене туса пӗтереймен.

Ҫавӑн пекех тӗл пулура сусӑр ачан амӑшӗн ыйтӑвне те пӑхса тухрӗҫ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, Кӳкеҫри сатикре халӗ юсав пырать, ҫавна май ачапа килте ларма тивет. Ыйтӑва Вӗренӳ министерстви пулӑшнипе ҫийӗнчех уҫӑмлатрӗҫ.  Ачана тӗп хулари  ятарлӑ сатике вӑхӑтлӑха куҫарма йышӑнчӗҫ. Пӗтӗмпе тӗл пулура вунна яхӑн ыйту сӳтсе яврӗҫ. Кашнине тимлӗх уйӑратпӑр, яваплӑ ведомствӑсемпе пӗрле татса пама тӑрӑшӑпӑр, терӗ Алла  Салаева. Ҫакӑн пек тӗл пулусене депутат малашне те ирттерес тӗллевлӗ.

Елена Дмитриева, Виктор Степанов