Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Малти Ишек территори уйрӑмӗнче халӑх пуҫарӑвӗн программипе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ

Паян "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа 2027-мӗш ҫулта пурнӑҫа кӗртмелли проектсемшӗн сасӑлав тапхӑрӗ вӗҫленет. Пӗтӗмпе республикипе пине яхӑн пуҫару. Тӗпрен илсен вӗсем ҫулсем тӑвассипе, картишсене хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах ниме программипе кӑҫал тӑвакан проектсемпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Малти Ишек территори уйрӑмӗнче те ӗҫ вӗрет. 

Кӑҫал кӑна унта 35 миллион тенкӗлӗх 8 проект пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Республика, вырӑнти бюджет тата халӑх пухнӑ укҫапа пӗве-ҫырма, ҫӑлкуҫ таврашне хӑтлӑх кӳреҫҫӗ, ҫулсене юсаҫҫӗ, культура объекчӗсене тимлӗх уйӑраҫҫӗ, пушара хирӗҫ кӗрешессипе тӑрӑшаҫҫӗ. Вырӑнта пурӑнакансем ҫине тӑнипе ялсен сӑпачӗ улшӑнсах пырать. Ҫӑлкас Кӑкшӑмра нумай пулмасть купель туса лартнӑ, тавралла тирпей-илем кӳнӗ. Каҫсерен ку вырӑна хунарсем ҫутатӗҫ. Ҫитес ҫул Малти Ишек территори уйрӑмӗнче 13 проект пӑхса хунӑ, 5-шӗ - Ҫӑлкас Кӑкшӑмра. Пӗтӗмӗшле хакӗ 36 миллион тенкӗ. 

Алиса Александрова