Вӑрмар тӑрӑхӗн икӗ мухтавлӑ ывӑлӗ

"Ӑс пирӗн тавракурӑма анлӑлатать, пӗлӳ ҫунат хушать" - ҫакӑн пек вӗрентсе хӑварнӑ хӑйсен тӑхӑмӗсене Туртушовсем. Наци библиотекинче "Икӗ пӗртӑван - пӗр Ҫӗнтерӳ" ятпа асӑну каҫӗ иртрӗ. Вениаминпа Василий иккӗшӗ те фронтовиксем, иккӗшне те ҫырас ӗҫ туртнӑ, анчах вӗсен шӑпи тӗрлӗрен килсе тухнӑ.

Пиччӗшӗпе шӑллӗ, Вениаминпа Василий Туртушовсем - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем. "Икӗ пӗртӑван - пӗр Ҫӗнтерӳ" тесе ят панӑ асӑну каҫӗнче Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗн икӗ ывӑлӗн  тумхахлӑ кун-ҫулне аса илчӗҫ. Пархатарлӑ ачисемпе мӑнукӗсем пӗлтӗр, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ тӗле, Вениамин Туртуш ҫыравҫӑ фронтовикӑн хайлавӗсене пухса "Вӑрҫӑ хуратнӑ йӗркесем" (Войною прерванные строки) кӗнеке кӑларнӑччӗ. "Ҫулсем тата ҫынсем" (Годы и люди) - Василий Туртушовӑн ҫырӑвӗсен, сӑввисемпе калавӗсен, тӑван енпе унӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ ҫинчен каласа паракан очерксен пуххи.

Василий Иванович 68 ҫул пурӑннӑ. 7 ҫул ытла хӗсметре тӑма тивнӗ унӑн. 1943-мӗш ҫулта шкул сакки ҫинченех фронта тухса кайнӑ ҫамрӑк "Паттӑрлӑхшӑн" тата "Кёнигсберга илнӗшӗн" медальсене тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗ тӑнӑҫ пурнӑҫа таврӑнсан шкулта 40 ҫул ытла ачасене пӗлӳ панӑ, шкул директорӗ пулнӑ. Пухӑннисем хушшинче унӑн вӗренекенӗсем те пур. "7-мӗш класра 9-мӗш класс программине ӑша илтӗмӗр" тесе аса илчӗҫ вӗсем: "Вӑл пире куҫпа ҫивӗччӗн пӑхсах витӗр куратчӗ". Хастар таврапӗлӳҫӗ хӑй хыҫҫӑн паха тӗрленчӗксем, сӑвӑсем хӑварнӑ.

Василий Ивановичӑн мӑнукне аслашшӗн ятне панӑ: вӑл та Василий Туртушов. Ҫамрӑк  аслашшӗпе унӑн пиччӗшӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне, вӗсем утса тухнӑ паттӑрлӑх ҫулне аван тӗпченӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл аслӑ тусӗ ӑс парса каланӑ кашни саманта чӗринче усрать. "Пурнӑҫра чи кирли - хӑвӑн ӗҫне тупни, ӑна тӗппипе парӑнни, ҫакӑ историре йӗр хӑварма май парать" тенӗ аслашшӗ. "Чыслӑн пурӑнмалла, тӑван ҫӗршыва юратмалла, иртнӗлӗхе асра тытмалла" тени те халал вырӑннех уншӑн. Асӑну каҫӗнче фронтран килнӗ чун-чӗрене ҫӳҫентерен ҫырусене те вуласа пачӗҫ. Василийӑн ашшӗ, Владимир Васильевич, кӗнеке хатӗрлесе кӑларас кӑмӑл епле ҫуралнине ҫапла асилчӗ.

Паттӑрсене астӑвакансен кашни сӑмахӗ ылтӑнпа тан, ҫавӑнпа мӗн юлнине пухса, кӗнекелесе вулакан патне ҫитерни ҫулсем иртнӗҫемӗн пушшех хаклӑланса пырать. Василий Туртушовӑн пиччӗшӗ, Вениамин Туртуш ҫыравҫӑ, ҫара кайиччен тӗрлӗ шкулта учительте ӗҫленӗ. 1942-мӗш ҫулта Керчь хулишӗн пынӑ ҫапӑҫура тыткӑна лекнӗ, фашист лагерӗнче асапланса вилнӗ. Унӑн сӑввисем те, Муса Джалилӗнни пекех, фашистсемпе чунтан кураймасӑр ҫапӑҫма ҫирӗплӗхпе вӑй-хӑват хушнӑ. Ҫыравҫӑн сӑввисемпе поэмисем, калавӗсемпе шӳчӗсем, фельетонӗсемпе статйисем тӗрлӗ хушма ятпа "Хӗрлӗ ялав", "Канаш", Пионер сасси", "Сунтал", "Капкӑн", "Ӗҫ хӗрарӑмӗ", "Илемлӗ литература" хаҫат-журналта пичетленнӗ.

Тӗлпулура Андрей Михайлов, генеалоги клубӗн хастарӗ, Туртушовсен йӑхне 18-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран тӗпчесе ҫитнине пӗлтерчӗ, хушамачӗ мӗнрен тухнине ӑнлантарчӗ. Килес ӑрусем патне хамӑр истори тӗрӗс халлӗн ҫиттӗр тесе, ачасенчен чӑн-чӑн патриот туса ҫитӗнтерес тӗллевпе кӑларнӑ кӗнекесене Туртушовсем наци библиотеки урлӑ ҫамрӑксем хушшинче анлӑн сарасшӑн.

Марина Карягина