Канашсене уявпа саламлама регион ертӳҫи Олег Николаев килсе ҫитрӗ. Чи малтанах вӑл "СпецВагонДеталь" пӗрлешӳн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Кунта Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи предприятисем валли вагон пайӗсене туса кӑларас енӗпе тимлеҫҫӗ. Уявра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ цехсем хута ячӗҫ. Ку производство 2029-мӗш ҫулччен пурнӑҫа кӗртмелли анлӑ инвестици проекчӗн пӗр пайӗ шутланать. Уяв тӗп ӗҫ-пуҫӗ вара хулари культурӑпа кану паркӗнче иртрӗ. Хӑнасене пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ.
Лапамра халӑх ӗҫӗ-хӗлӗн куравне йӗркеленӗ, кашни кӑмӑл тӑвакан ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма пултарчӗ. Тӗп сцена ҫинче вара мӗн каҫчен юрӑ-ташӑ кӗрлерӗ. Уяв ячӗпе саламлама килсе ҫитнӗ хӑнасем тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳ тунисене, хула аталанӑвӗшӗн тӑрӑшакансене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. Канашра пурӑнакансем хула ҫулсерен аталанса тата чиперленсе пынине палӑртрӗҫ.
Улатӑр 474 ҫул тултарнӑ ятпа та хула ҫыннисене пысӑк парне турӗҫ. Юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн 1-мӗш спорт шкулне хута ячӗҫ. Халӗ кунта гимнастика, кӗрешӳ, бокс тата футбол енӗпе хатӗрленме майсем ҫителӗклӗ. Ӗҫе тума республика хыснинчен 72 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул кунта футбол уйне, чупмалли ҫулсем тата ГТО нормисене пурнӑҫламалли лапам уҫма палӑртаҫҫӗ. Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тата Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Улатӑр хулин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ хастарсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ.
Оксана Верликова, Борис Андреев, Бахтияр Велиеев








