Туслӑхпа пӗрлӗхре - пирӗн вӑй

Ҫапла чӗнӳ евӗр мӑнаҫлӑ сӑмахсемпе Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта пӗрлешӗвӗн кӑҫалхи ӗҫне пӗтӗмлетсе ҫитес ҫулхи тӗллевӗсене палӑртрӗҫ. 

1992-мӗш ҫулта йӗркелесе янӑ Чӑваш наци конгресӗ 34 ҫул хушшинче тӑван халӑхӑн пуянлӑхӗ, унӑн управҫи пулса тӑнӑ. Паян вӑл хӑй тавра Раҫҫейре кӑна мар, ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ континентӗнче ӗҫлесе пурӑнакан ентешсене пӗрлештерет. Йӑхташӑмӑрсемпе пӗр пулса яланах халӑх умӗнчи ырӑ тӗллевсемпепе ӗҫлет.

Конгресс президенчӗ Валерий Клементьев малтанах 2026-мӗш ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗ. Ҫулсерен йӗркелесе пыракан вуншар ӗҫ-пуҫ ирттернипе пӗрлех ятарлӑ ҫар операцине тӗрлӗ енлӗ пулӑшу парассине те пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Салтаксемпе офицерсене ытларах тӗрев парас тата ҫарпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлес тӗллевпе конгресра ятарлӑ комитет та йӗркеленӗ. 

Чӑваш наци конгресӗнче 12 комитет ӗҫлет. Кашнийӗн хӑйӗн ҫирӗплетнӗ планӗ пур. Ҫак йӗркене пӑхӑнса президиумпа Мӑн Канаш пайташӗсем тӗрлӗ тӑрӑха ҫитсе халӑхпа пӗрле чылай курӑмлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. 

Тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен ассоциацийӗн сӗнӗвне шута илсе республикӑра "Чӑваш халӑх учителӗ" хисеплӗ ят та ҫирӗплетнӗ. Ҫакӑ вӗрентекен сумне, унӑн хисепне ӳстерет. Вӗсен ҫинче халӗ халӑхӑмӑр пуласлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чи яваплӑ тивӗҫ теме те юрать. Вӑл - тӑван чӗлхене упраса хӑварасси. Ҫак ӗҫе ача сатӗнченех пуҫламалла.

Пичет ӗҫне илес пулсан та лару-тӑру ҫулран-ҫул йывӑрланса пынине палӑртмалла. Хаҫат-журналта ӗҫлеме пултаракан ҫамрӑк калем ӑстисем халӗ ҫукпа пӗрех темелле. Темшӗн вӗсем хӑйсен пуласлӑхне урӑх ӗҫре шыраҫҫӗ.

Педуниверситетри хӑтлӑ зал Мӑн Канаш пайташӗсене чылай регионран пухрӗ. Хӑйсен доклачӗсене тунипе пӗрлех нумайӑшӗ куллен пиҫсе пыракан ыйтусене ҫӗклерӗ. Вӑл йышра - конгрес сайтне йӗркеллӗ ӗҫлеттерсе ярасси те пулчӗ. Ҫивӗчленсе пыракан тӗп ыйту вара - тӑван чӗлхене пӗлекенсен йышӗ чакса пыни. Лару-тӑру ырӑ енне улшӑнтӑр тесен ҫакна кашнийӗ чунпа туйса палӑртнӑ ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшмаллине каларӗҫ пухура.

Халӑха пӗрлӗхри вӑя туйса мӑнаҫлантаракан ырӑ тӗслӗхсем ҫук мар. Тутарстанри Сиктӗрмере иртекен "Уяв" ҫеҫ мӗне тӑрать. Ӑна йӗркелес ӗҫе те конгресс хастар хутшӑнать.

Мӑн Канаш ларӑвӗнче конгресӑн уйрӑмах хастар ӗҫлекен вырӑнти ертӳҫисене пӗрлешӗвӗн тата Патшалӑх Канашӗн хисеппе  тав хучӗсене парса чысларӗҫ.

Ҫапла, Чӑваш наци конгресӗ патшалӑх пулӑшӑвне туйса ҫитес ҫул тата та тухӑҫлӑрах ӗҫлеме палӑртать. Хастарсем ҫакӑн пекех пысӑк йышпа ҫуркунне Аслӑ Пухӑва пуҫтарӑнӗҫ.

Алексей Енейкин