Тинех хӑтлӑ пӳртре савӑнса пурӑнаяҫҫӗ

Сӑмах Йӗпреҫ районӗнчи Смычка ялӗнчи Ананьевсем пирки. Нумай ачаллӑ ҫемьене 2017-мӗш ҫулта патшалӑх ҫурт туса панӑ, анчах та пурӑнмалли тивӗҫлӗ майсем йӗркелемен.

Раҫҫей хӑрушсӑрлӑх службин тата Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗсем тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленипе ҫакӑншӑн айӑплисене тупса палӑртнӑ, явап тыттарнӑ. 

Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн Ананьевсен пысӑк ҫемйине Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнчи инспекторсем саламларӗҫ, теттесемпе тата пылак кучченеҫпе савӑнтарчӗҫ. Нумай ача амӑшӗ Наталия Ананьева хӑнасене ҫӗнӗ пурӑнмалли кӗтесӗпе паллаштарчӗ. Кунта вӗсем нумай пулмасть куҫнӑ. Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра хӑтлӑ та илемлӗ, пӳлӗмсем ҫутӑ та пысӑк. "Ҫӗнӗ вырӑнта чун савӑнать, кашнин хӑйӗн уйрӑм кӗтес, кунта пӗтӗмпех килӗшет, " - тет Наталия. Унччен вара пачах урӑхла ӳкерчӗк пулнӑ. 

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин