Тӑван чӗлхене вӗрентессинчи ҫивӗч ыйтусем тавра

2026-мӗш ҫула Раҫҫейре халӑхсен пӗрлӗхне халалланӑ. 200-е яхӑн наци ҫынни пурӑнакан ҫӗршывра туслӑха татах та ҫирӗплетме каҫал уйрӑмах нумай ӗҫ-пуҫ иртет. Ҫак кунсенче Чӑваш Енре Мари Республикинчи тата Тутарстанри парламентарисем хӑнара пулчӗҫ. Вӗсем пирӗн пӗлӳ учрежденийӗсенче тӑван чӗлхене епле вӗрентнипе кӑсӑкланчӗҫ. 

Пирӗн республикӑра 2 патшалӑх чӗлхи. Чӑваш чӗлхине шкул ачисен 72 проценчӗ вӗренет. Ҫавӑн пекех республикӑра ачасене тутарла тата ирҫелле калаҫма хӑнӑхтараҫҫӗ. Шупашкарти 65-мӗш шкулта час-часах тӑван чӗлхепе ҫыхӑннӑ семинарсем иртеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах Ҫӗнӗ хулари пӗлӳ учрежденийӗ регионта чи пысӑккисенчен пӗри. Паянхи пурнӑҫ ыйтнине кура ҫӗкленӗ пӗлӳ ҫуртӗнче хӑнасем ачасене аталанма туса панӑ майсемпе паллашрӗҫ. Лабораторисем, киберклассем, шахмат пӳлӗмӗсем, хальхилле йӗркеленӗ шкул музейӗ. "Кун пеккинче кашни ӑс пухма ӗмӗтленӗ", - тесе палӑртрӗҫ Марий Эл республикин Патшалӑх пухӑвӗн пайташӗсем. Регионти шкулсенче чӑваш чӗлхине епле вӗрентнине урокри тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗҫ учительсем. Хӑйсем ӗҫре мӗнле меслетсем усӑ курнине каласа кӑтартрӗҫ. 

Делегаци Шупашкарти 202-мӗш ача сатӗнче те пулса курчӗ. Шкул умӗнхи учрежденире чӗлхене вӗренес тата упраса хӑварас тӗллевпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Тӑван ен культурине те пӗчӗкрен ӑша хываҫҫӗ ачасем. Тӗпелте, ҫӗвӗ, тӑмран савӑт-сапа ӑсталамалли мастерскойсенче несӗлсен йӑлисене тӗпе хураҫҫӗ. Чӑваш депутачӗсем те нумай пулмасть марисен ӗҫ опычӗпе паллашнӑ. 

Комитетсен пӗрлехи канашлӑвне Тутарстанри халӑхсен Ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин, Мари Эл Патшалӑх Пухӑвӗн ертӳҫи Михаил Васютин та хутшӑнчӗҫ. Ларура кадрсен ыйтӑвне те, пӗрлехи вӗренӳ лапамӗ йӗркелессине те пӑхса тухрӗҫ. Паянхи кун Чӑваш Енре тӑван чӗлхене 2 пине яхӑн учитель вӗрентет. Ҫулленех шкулсене Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе усӑ курма май параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех канашлура шкул тулашӗнчи вӗрентӳ пирки калаҫрӗҫ. Регионти 4 театр 50 ытла чӑваш спектаклӗпе паллаштарать. Наци музейӗнче чӑн чӑвашла бизнес-форумсем ирттересси вӑй илет. Пӗтӗм чӑваш диктантне хутшӑнакансен йышӗ 17 пине ҫывхарать. Библиотекӑсене юлашки вӑхӑтра 26 пин чӑвашла кӑларӑм килнӗ.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров, Виктор Степанов, Юрий Марков