Шупашкар тӑрӑхӗнче волонтерсен 38 ушкӑнӗ. Вӗсем тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшакан ҫи-пуҫ ырми-канми ҫӗлеҫҫӗ, хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ тата ытти тӗрлӗ хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫапла Ҫырмапуҫ территори уйрӑмне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем 2023-мӗш ҫулта пӗрле пуҫтарӑнса хӳтӗлев каррисем ҫыхма пуҫланӑ. Унтан ҫӗвӗ машинисем туянса салтаксем валли ҫи-пуҫ та ҫӗлеме пикеннӗ.
Шӑнкас тата Мӑштавӑш ялӗсенче пурӑнакансем те салтаксене пулӑшас ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Ялсенчи хастарсем виҫӗ ҫул каялла "Пурте пӗрле" волонтерсен ушкӑнне йӗркеленӗ. Паян вӗсем кашни кунах культура ҫуртӗнче пуҫтарӑнса хӳтӗлев каррисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем, типӗ душ тата ытти хатӗрсем тӑваҫҫӗ.
Шупашкар округӗнче пурӑнакансем фронта апат-ҫимӗҫ те ӑсатаҫҫӗ. Ҫапла волонтерсем чей тата типӗ яшка пуххи, ытти апат хатӗрлеҫҫӗ. 2025 ҫулта - 29, кӑҫал - 15 хутчен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа ку тӑрӑхран ентешсем патне фронта 11 УАЗ, 2 Нива, 1 Лада Калина, мотоциклсемпе квадрациклсем янӑ. Ку вӑл пӗтӗмпех салтаксен пурнӑҫне упраса хӑварма, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшассине шанаҫҫӗ.
Сӑмах май, волонтерсем укҫа-тенкӗ тата кирлӗ материалсене ялсенчи хастарсем, спонсорсем пулӑшнипе пуҫтараҫҫӗ. Тӗл пулура вӗсем пархатарлӑ та ырӑ ӗҫ тунине палӑртрӗҫ. Алла Салаева Шупашкар районӗнче пурӑнакансене чун чӗререн тав турӗ. Хастарсене хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ.
Волонтёрсем пархатарлӑ ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем тылран хавхалантарнине туйса тӑраҫҫӗ, ентешсене ҫакӑншӑн тав сӑмахӗсем калаҫҫӗ.
Елена Дмитриева, Виктор Степанов








