Шупашкарти Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче ҫар ҫыннин профессине суйласа илнӗ ентешсемпе тӗлпулу иртрӗ

Офицерсем Сызраньти лётчиксен ҫар авиацийӗн аслӑ училищинче пӗлӳ пухнӑ. Вӗренекенсем хӑнасене хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пачӗҫ

Лётчик пулма ӗмӗтленмен арҫын ача ҫук та пуль. Ҫар вертолёчӗпе тӳпене ҫӗкленесси ҫамрӑксемшӗн пушшех илӗртӳллӗ. Тӗлпулӑва килнӗ хӑнасен пурнӑҫ ҫулӗ те ҫунатлӑ ӗмӗтрен пуҫланнӑ. Раҫҫейри вертолётчиксен пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Геннадий Матвеев каланӑ тӑрӑх, яш-кӗрӗмпе курнӑҫса пулас професси ҫинчен калаҫассине союз тахҫанах йӑлана кӗртнӗ. 

Ӳссен кам пуласси, мӗнле професси суйласа илесси вӑтам пӗлӳ илекен ҫамрӑксене халех шутлаттарма тивӗҫ. Кадетсем лётчиксенчен пӗрремӗш вӗҫев ҫинчен, штурвал умӗнче хӑйсене мӗнле тытни, яваплӑх туйӑмӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ. Паллах ӗнтӗ, вӗсене ҫӗршывӗпех паллӑ вӗҫев училищине кӗмелли экзаменсем те, вӗренӳпе практика саманчӗсем те интереслентерчӗҫ. Хӑнасем хушшинче халӗ унта пӗлӳ пухакан Евгений Сорокин та пур. Курсант юратнӑ профессие ашшӗне кура суйласа илни, Сызране кайса ҫар академине вӗренме кӗричченех ӗмӗтпе ҫунса пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ. Аслисен ҫирӗп кӑмӑлӗ, кашни сӑмахӗ кадетсемшӗн тӗслӗхлӗ.

Лётчик пуласси ансат ӗҫ мар: тӳпе пурне те йышӑнмасть. Лайӑх вӗреннисӗр пуҫне ҫирӗп сывлӑхлӑ та хурҫӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Хальччен Сызраньти ҫар авиацийӗн училищинчен пирӗн 54 ентеш вӗренсе тухнӑ, халӗ те курсантсем пур. "Яшсем вертолётчик кӑна мар, танкист, артиллерист е подводник профессине суйласа илсен те - ку пирӗншӗн пысӑк телей", - тет Раҫҫейри вертолётчиксен пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Геннадий Матвеев. Тӗллев тӗвӗленчӗ пулсан, ҫине тӑрса тата тӑрӑшуллӑрах хатӗрленмелле. Ҫапла пӗтӗмлетӳ турӗҫ те тӗлпулӑва пуҫтарӑннисем.

Марина Карягина, Дарья Ананьева, Екатерина Янгалакова