Шупашкарти 37-мӗш шкулти тӗплӗ юсав вӑраха каясси шиклентерет

"Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн тимлӗхӗнче" проектпа килӗшӳллӗн республикӑра ҫӗкленекен, тӗпрен юсакан объектсене яваплӑ ведомствӑсенче тӑрӑшакансем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Хальхинче Наталия Партасова ертсе пыракан комисси Шупашкарти 37-мӗш шкулта пулса курчӗ. 

37-мӗш пӗлӳ ҫуртӗнче обществӑлла палата хастарӗсем, яваплӑ ведомствӑсенче тӑрӑшакансем тӑтӑшах пулаҫҫӗ. Икӗ эрне каяллах тӗрӗслекенсем строительсем графикрен юлса пынине ҫирӗплетнӗччӗ. Ун чухне объектшӑн яваплӑ "ГлавИнвестСтрой" пӗрлешӳ ӗҫлекенсен шутне ӳстерме, юсава хӑвӑртлатма шантарнӑччӗ. 

Паянхи куна вара плана 45 процент кӑна пурнӑҫланӑ. Халӗ шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Пӗлӳ учрежденине проектпа килӗшӳллӗн чӳк уйӑхӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна Шупашкарта 90 процент чухлӗ хатӗр объектсем те пур, вӗсем вӑхӑтра хута каясси паллӑ ӗнтӗ. "37-мӗш пӗлӳ ҫурчӗ вара ачасене чӳк уйӑхӗнче йышӑнасси иккӗлентерет. Енчен те подряд организацийӗ ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫе хӑвӑртлатмасан контракта пӑрахӑҫлама тивӗ," - терӗ Станислав Трофимов. Шкула юсаса пӗтерессине вӗрентекенсем те, ашшӗ-амӑшӗпе ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. 

Обществӑлла пӗрлешӳ хастарӗсем 37-мӗш пӗлӳ ҫуртӗнчи юсав ӗҫӗсене тимлӗхре тытма, тӗрӗслевпе ҫывӑх вӑхӑтра тепӗр хут пулма шантарчӗҫ.

Елена Дмитриева, Святослав Петров