Шупашкарта ЗАГС уйрӑмӗсене ҫӗнетеҫҫӗ

Ленин район управинчи церемонисен залне пӗрремӗш йӗркене кӗртсе пӗтернӗ. Ҫак кунсенче вӑл алӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗ, ҫемье ҫавӑракан мӑшӑрсене йышӑнчӗ.

ЗАГС уйрӑмӗ ҫӗнелни Ленин районӗнче пурӑнакансемшӗн кӑна мар, пӗтӗм хулашӑн пӗлтерӗшлӗ. Регистраци залӗ палӑрмалла улшӑннӑ, теҫҫӗ кунта ӗҫлекенсем. Тӗплӗ юсав валли федераци бюджетӗнчен 1 миллион та 600 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫапла маччаран пуҫласа урай таранах ҫӗнӗтнӗ, хальхи йышши ҫутӑ хатӗрӗсем, кондиционер вырнаҫтарнӑ. 

Уява юстици ыйтавӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Дмитрий Сержантов, Ленин район управин пуҫлӑхӗ Геннадий Маслов, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин хутшӑнчӗҫ. Кунта мӑшӑрланас текенсен шучӗ ӳсессе шанса тӑратпӑр, терӗҫ. Ҫак кун икӗ мӑшӑр хӑйсен юратӑвне алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ. Регистраци залӗ ҫӗнелессине вӗсем маларах пӗлнӗ. Ҫавӑнпа кунта ҫырӑнма шутланӑ та. Тин чӑмӑртаннӑ ҫемьесене телей, тӑнӑҫ пурнӑҫ тата юратӑва ӗмӗр упраса пурӑнма сунчӗҫ. 

Диана Сафонова, Вадим Владимиров