Интернет меслечӗпе тӗрлӗ ӗҫ тӑвасси кирек епле ӳсӗмре те чӑрмав мар. Центра ҫӳрекен ветерансем специалистсем кӑтартса пынипе компьютер умне пӗр иккӗленмесӗр лараҫҫӗ, паянхи самана таппинчен юлма шутламаҫҫӗ. Хастар та вӑрӑм пурнӑҫа мала хурса йӗркеленӗ лапамсен шучӗ республикӑра паян 14 ҫитнӗ. Кӗмӗл волонтерсем валли ӑсталӑх урокӗсем пӑхса хунӑ, ытти кӑсӑклӑ проектсем те пур. Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшассипе те хастар кунта ҫӳрекенсем.
Ашшӗ-амӑшӗ те ҫак центра ҫул хывасси иккӗлентермест. Шупашкар тӑрӑхӗнче вӑл шучӗпе 2-мӗш. Пӗчӗккисем валли те усӑлли нумай кунта. Теттесем ҫителӗклӗ, ачасене пӑхакансем ӑшӑ чунлӑ. Тепӗр пӳлӗмре те пӗчӗккисем валли тӗрлӗ хатӗр упранать: ача кӳмми, ҫунашка, вырӑн таврашӗ. Вӑхӑтлӑх усӑ курма тӳлевсӗрех параҫҫӗ.
Ҫемьесене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центр Кӳкеҫрине шута илсен республикипе 9-мӗш. Вӗсем сӗнекен ҫӑмӑллӑхпа ҫак таранччен 54 пин ытла ашшӗ-амӑшӗ усӑ курнӑ.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








