Шупашкар тӑрӑхӗнче чӑваш халӑх юрӑҫине Гаврил Фёдорова халалланӑ фольклор уявӗ иртрӗ  

Уяв тӑван халӑхӑн пуян культурине, йӑли-йӗркипе юрри-ташшине юратакансене тата вӗсене упраса ламран лама куҫарса пыракансене Томаккасси ялӗнче пуҫтарчӗ. 

Гаврил Федоров Шупашкар тӑрӑхӗнчи Томаккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 

1929-1957 ҫулсенче вӑл чӑваш халӑхӗн 800 ытла юррине ҫырса илнӗ. Вӗсенчен чылайӑшне чӑваш тата вырӑс композиторӗсем хӑйсен хайлавӗсенче усӑ курнӑ. 

Ку тӑрӑхра пурӑнакансем ентешӗн ятне асрах тытаҫҫӗ. Гаврил Фёдоров ячӗпе Томаккассинче палӑк лартнӑ, пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки паллаштаракан музей ӗҫлет, унӑн юррисене фольклор ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ. 

Уява пуҫтарӑннӑ пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине сӑнлакан самантсене те кӑтартса пачӗҫ. Вӗсенчен пӗри - ҫӗнӗ ҫын туй хыҫҫӑн шыв ӑсма кайни пулчӗ. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене тӗпе хурса уява пухӑннӑ хӑнасене шӳрпепе сӑйларӗҫ. 

 

Оксана Верликова, Николай Семёнов