Пилотсӑр хатӗрсем е ракета вӗҫсе килес хӑрушлӑх республикӑра час-часах пулать. Ҫавӑнпа ҫакнашкал самантра кашнин сыхланмалла. Хӑрушлӑх вӑхӑтӗнче мӗн тумаллине учительсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Хальхинче вӗсем пысӑк йышпа тренировка ирттерчӗҫ. Сирена янӑрама пуҫласан лӑпкӑлӑха, тимлӗхе ҫухатма юрамасть.
Пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗсемпе е ракетӑпа тапӑнас хӑрушлӑх пулсан урама тухмалла мар, путвалта, чӳречесӗр пӳлӗмре е ҫуртӑн аялти хутӗнче пытанмалла. Шкулсенче ҫавнашкал вырӑн ӑҫта пулнине пурин те пӗлмелле.
Хӑрушлӑх вӑхӑтӗнче ачасене хӳтӗлев вырӑнне илсе каясси - учительсен тивӗҫӗ. Унта шыв та, ҫутӑ та пур.
Ҫакнашкал тӗрӗслевсем ҫурла уйӑхӗнче пӗтӗм Раҫҫейӗпе пулнӑ. Малашне вӗсене кашни виҫӗ уйӑхра ирттерӗҫ. Ҫакӑн евӗр тренировкӑсем пилотсӑр хатӗрсем е ракета вӗҫсе килес хӑрушлӑхра кӑна мар ытти инкек сиксе тухсан та усӑллӑ пулма пултарӗҫ.
Тренировка ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Сирена янӑранӑ чух вӗрентекенсем лӑпкӑ пулсан ачасем те хумханмаҫҫӗ.
Алена Артемкина, Вадим Владимиров








