Кабарда-Балкар республикинчи Эльбрус тӑвӗ Европӑри чи ҫӳллӗ вырӑн шутланать. Ӑна парӑнтарас шутпа Кавказ ҫӗрне ҫулсерен ҫӗршер пин ҫулҫӳрӗвҫӗпе турист килсе ҫӳрет. Ҫавах та тинӗсрен 5642 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ Эльбрус тӳпи чи харсӑррисене ҫеҫ хапӑл тӑвать. Вероника Павлова шӑпах, ҫак хастарсенчен пӗри шутланать. Юрлӑ-пӑрлӑ ту ҫине хӑпарас ӗҫе вӑл пысӑк яваплӑхпа пуҫӑннӑ.
Чи ҫӳллӗ вырӑна хӑпариччен вара туристсем 2 кун 4 пин те 100 метр ҫӳллӗшӗнче пулнӑ, кӗлеткисене сывлӑш пусӑмне хӑнӑхтарса чатӑр айӗнче ҫӗр каҫнӑ.
Ҫӗрле тата ирпе юрлӑ ту ҫинче самай сивӗ пулнине калать Вероника. Ҫавах та, ертсе пыракан инструктор сӑмахне итлесе ӗмӗтри сӑрт тӳпине парӑнтарма май пулнӑ таран ир тухмалла. Кӑнтӑрлана юлсан ҫанталӑк пӑсӑлса каяс хӑрушлӑх пысӑк. Ҫапла, хастарсем юлашки пин ҫурӑ метр ҫӳллӗшне 10 сехет ытла хӑпарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Вероника сывлӑш ҫавӑрса илме чарӑннӑ вӑхӑтсенче илемлӗ тавралӑха ӳкерсе илме тӑрӑшнӑ.
Ҫак илемпе киленсех Эльбрус ҫине пин-пин турист хӑпарать. Ҫавах та ӑна пурте парӑнтараймаҫҫӗ. Нумайӑшӗ тусем ҫинче кислород ҫитменнипе те аптрама пуҫлаҫҫӗ. Инкек-синкекпе тӗрлӗрен синкер пулӑм та кунта час-часах пулкалать.
Хӑй тӗллӗнех пӗлӗтсенчен те ҫӳлерех утса хӑпарнӑ саманта Вероника ҫак кадрсенче упрать. Вӗсем ӑна пурнӑҫра пулакан ытти йывӑр самантсене ҫӗнтерсе пыма вӑй-хал парса пырӗҫ. Вероника Павлова тӑтӑшах тӗрлӗрен ҫулҫӳревре пулать. Вӗсенче мӗн ӳкернипе телекуравҫӑсене те паллаштарать. Хӑй умне вара вӑл ҫӗнӗ тӗллевсем лартать. Эльбрус ҫине хӑпарса аннӑскер, май килсен, Альп тӑвӗсене те парӑнтарӗ-ха. Тен, малта Эверест та пулӗ. Сӑмах май, ҫӗр ҫинчи чи ҫӳллӗ 7 сӑрт тӳпине чылай ҫын парӑнтарма ӗмӗтленет.
Алексей Енейкин








