Наставниксем хӑйсен вӗренекенӗсене малашне те пулӑшса пырӗҫ

Чӑваш Енре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе унӑн ветеранӗсем валли йӗркеленӗ "Время СВОих" вӗренӳ программи вӗҫленнӗ. Ку проектпа килӗшӳллӗн салтаксене патшалӑх тата муниципалитет службин ӗҫне явӑҫтарнӑ, мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхма пулӑшнӑ.

Асӑннӑ программӑпа вӗреннисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура "Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ" енӗпе пӗлӗвне ӳстернине ҫирӗплетекен дипломсем пачӗҫ. 3 ҫын ертӳҫӗ ӗҫне тивӗҫнӗ. Проект пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче вӑй илнӗ. Унта хутшӑнма ҫӗршыври 25 регионтан 400-ре яхӑн заявка килнӗ. Суйлав тапхӑрӗ хыҫҫӑн программӑна 33 ҫын лекнӗ, тепӗр 39 ҫар ҫынни - резервра.

Планра - программӑн иккӗмӗш тапхӑрне пуҫарса ярасси. Ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсене мирлӗ пурнӑҫа таврӑнма пур енлӗ пулӑшасси ҫаплипех тӗп тӗллевсенчен пӗри. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра пур муниципалитетра та ҫар ҫыннисемпе ӗҫлекен советниксем пулмалла. "Хамӑрӑннисен вӑхӑчӗ" курса хутшӑнакансем патшалӑх политикин, экономика, финанс ыйтӑвӗсене тишкереҫҫӗ. Мӗн вӗреннине практикӑра ҫирӗплетеҫҫӗ. Кашнине опытлӑ наставниксем пулӑшса пыраҫҫӗ.

Программӑн ку тапхӑрӗ вӗҫленчӗ пулин те, наставниксем хӑйсен вӗренекенӗсен малашнехи ӗҫ-хӗлне, кашни утӑмне асӑрхасах тӑрӗҫ, пулӑшса пырӗҫ.

Диана Сафонова, Антонина Капитонова