Хӑнасане Чӑваш Ен яланхи пекех юрӑ-ташӑпа кӗтсе илет. Илӗртӳллӗ стенд никӗсӗнче - тӑватӑ бренд. Республика "Симӗс ылтӑн" туса илес ӗҫре палӑрса тӑрать. Аграри университетӗнче Компетенци центрӗ туса хунӑ, "Техмашхолдинг" компани хӑмла тирпейлекен комплекс кӑларма тытӑннӑ. Унпа усӑ курма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Техникӑна сӑра вӗретекен предприятие панине ҫирӗплетекен документа куравра алӑ пусрӗҫ.
"Пылак ылтӑн" та ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. "Мелилотус" кооператив кӑларакан пылпа чее нумайӑшӗ кӑмӑлланӑ. Агротуризм комплексӗ вара федераци шайӗнчи туризм маршручӗн реестрне те кӗнӗ. Фермер хуҫалӑхӗсемпе апат-ҫимӗҫ тирпейлекен предприятисем те пуян сӗтел хатерленӗ. "Ӑслӑ ылтӑн" та пур. Кунта республика ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан цифра технологийӗсемпе паллашма сӗнет.
Сӑмах май, пленарлӑ ларура шӑпах тухӑҫлӑха ӳстерме пулӑшакан меслетсене сӳтсе яврӗҫ. Агротехнологи, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес, биотехнологи проекчӗсен тӗллевӗсем пирки Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут каласа кӑтартрӗ. Ҫитӗнӳсем курӑмлӑ. Ҫӗр ӗҫченӗсем хамӑр ҫӗршыв селекцийӗн вӑрлӑхне ытларах усӑ курма пуҫланӑ. 2030-мӗш ҫул тӗлне ҫак кӑтартӑва 75 процента ҫитересшӗн. Тӑпра пулӑхлӑхне упраса хӑварас тӗлӗшпе те ӗҫлемелле. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетессинче геном селекцийӗ вӑй илсе пырать. Ял хуҫалӑхӗнчи хальхи йышши технологисемпе куравра тӗплӗн паллаштарчӗҫ. Ҫакна валли ятарлӑ лапам уйӑрнӑ.
"Ылтӑн кӗркунне" форума ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунне халалласа 1999-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал ҫак уява юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Енри фермерсемпе ял хуҫалӑх предприятисем курава кашни ҫулах хутшӑнаҫҫӗ, пысӑк наградӑсене тивӗҫеҫҫӗ. Пӗлтӗр, сӑмахран, курав аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн Гран-при ҫӗнсе илнӗ. Кӑҫал та ҫитӗнӳсем пуласси иккӗлентермест.
Екатерина Фомина








