Ҫӗнӗ Шупашкар Пуҫлӑхӗ Александр Алексеев уяв ячӗпе 18-мӗш лицейри вӗренекенсемпе учительсене саламлама килсе ҫитрӗ. Республикӑра пулас профессине шкул вӑхӑтӗнчех суйласа илме майсем туса парас ыйтӑва та пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ку енӗпе пӗлӳ ҫурчӗсемпе предприяти-организацисем тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе "АБС Электро" компани 18-мӗш лицейра инженери пӳлӗмне уҫрӗ. Ҫӗнӗ хатӗрсемпе пуянлатнӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ класс ачасене физика предметне тарӑнрах ӑша хывма пулӑшӗ. Ӑна паллӑ ӑсчах Никола Тесла ятне панӑ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитет.
Республикӑри ялсемпе поселоксенчи шкулсене учительсене явӑҫтарас тӗллевпе "Земство учителӗ" программа ӗҫлет. Ҫак вӑхӑт хушшинче пурӗ 40 педагога ӗҫе илнӗ. Кӑҫал ку программӑпа тепӗр 16 вӗрентекен усӑ курас тӗллевлӗ.
Оксана Верликова, Александра Борисова, Вадим Владимиров








