Ку конкурса Республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе 2020-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫал тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекен 314 ертӳҫӗрен заявка йышӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫурма финалта хӳтӗленмелли проектсен темисене Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗсем сӗннӗ. Вӑсем республикӑшӑн ҫивӗч ыйтусене пырса тивнӗ: финанс пӗлӗвне ӳстересси, усламҫӑсене хатӗрлесси, ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелесси тата ытти те. Правительство ҫуртне пухӑннӑ финалистсене саламланӑ май, Республика Пуҫлӑхӗ пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе кӑна пысӑк тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пултарассине каларӗ.
Суйлав тапхӑрӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх эксперт Канашӗ 19 финалиста тата 5 ҫӗнтерӳҫӗне суйласа илнӗ. Вӗсенчен кашниех ҫак конкурс малашнехи ӗҫре ҫӗнӗ утӑмсем тума пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Финалистсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсен кадр резервне, эксперт канашӗн йышне кӗрӗҫ.
Ксения Потапова, Виктор Степанов








