Кӗҫех 77 ҫул тултаракан Нина Кабетова кашни кунах ир те, каҫ та ҫӗвӗ машини умӗнче вӑхӑтне ирттерет. Иртнӗ икӗ ҫулта вӑл фронтри салтаксене валли пин ытла кӗпе-йӗм, минтер пичӗпе вырӑн ҫитти ҫӗленӗ.
Пӗчӗк пулӑшу та фронтшӑн усӑллӑ пуласса шанать кинемей. Ҫак хатӗрсем уйрӑмах госпитальте сипленекен салтаксене кирлӗ пулнине калать. Ҫавӑнпа та пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ҫак сӑваплӑ ӗҫе пуҫӑнать. Хулара та, яла кайсан та ҫӗвӗ машини умне ларать.
Нина Александровна тивӗҫлӗ канури волонтерсен юхӑмне икӗ ҫул каялла хутшӑннӑ. Ҫавах та, ытларах чухне вӑл ниҫта тухмасӑрах килӗнче ӗҫлесе ларма кӑмӑллать.
"Фронт тата тыл - эпир пӗрле" юхӑмра халӗ 70 ытла ҫын. Вӗсем пурте ҫарти салтаксене тӳрӗ кӑмӑлпа пулӑшаҫҫӗ, ушкӑнра та пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫлеҫҫӗ. Нина Кабетова та пархатарлӑ ӗҫре ырӑ ҫынсем тупӑнса пынине калать. Вырӑн-тавраш ҫӗленӗ чух пусма уйрамах нумай кирлӗ-ҫке. Пенсионершӑн чи пахи - вӑл ҫӗленӗ хатӗр-хӗтӗр салтаксен кӑмӑлне кайни, тет.
Алексей Енейкин, Святослав Петров








