Кивӗ Шуртан пӗчӗк ял кӑна темелле, анчах кунта пурӑнакансен чун-чӗри пысӑкки пӗр шухӑшлӑ пулса килес ӑрусемшӗн кирлӗ сӑваплӑ ӗҫ тума пултарнинченех курӑнать. "Ниме" программӑпа килӗшӳллӗн, Вӑрнарти предприяти пулӑшнипе тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тӑванӗсем пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе ял ҫыннисем Раҫҫейшӗн кӗрешсе пуҫ хунӑ паттӑрсем ячӗпе палӑк лартас тенӗ. Юнашарах - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче юн тӑкнӑ ентешӗсен палӑкӗ.
85 ҫул каялла тухнӑ тискер вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ ял ҫыннисен сӑн ӳкерчӗкӗсене шырама, вӗсем утса тухнӑ ҫула тӗпчеме мӑнукӗсем те хутшӑннӑ. Палӑк ҫумӗнчи Асӑну садне Патӑрьел питомникӗнчен 10 туя илсе килсе лартнӑ. Ҫак куна хатӗрленсех шкул ачисем пӑлхантаракан концерт программи хатӗрленӗ. Пуҫаруҫӑсен ушкӑнӗн ертӳҫине Зинаида Максимована Раҫҫей офицерӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗ Хисеп паллипе чысларӗ.
Унтанпа виҫӗ ҫул иртнӗ, анчах пуҫаруҫӑсем тӗллевне пурнӑҫа кӗртнех. Ҫак хушӑра тепӗр пилӗк Шуртан ывӑлӗ ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ, хыпарсӑр ҫухалнисем те пур. Ӗмӗрлӗх куҫ хупнисем хушшинче - Николай Алексеевӑн йӗкӗреш хӑраххи Василий те.
Ҫавӑн пекех Ардалион Чернов пурӑннӑ ҫурт ҫине Асӑну хӑми уҫрӗҫ. 25-ри чӑваш ывӑлӗн чӗри 2023-мӗш ҫулти ҫу уйӑхӗнче госпитальте тапма чарӑннӑ. Ардалиона вилнӗ хыҫҫӑн Паттӑрлӑх орденӗ пама йышӑннӑ.
Паттӑр ывӑлӗсем ҫинчен амӑшӗсем каласа панине ҫитес вӑхӑтра ятарлӑ репортажра каласа парӑпӑр.
Марина Карягина, Денис Афанасьев








