Кашни паттӑрӑн вырӑнне палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ

Ӗмӗр асӑнма. Шупашкарти 61-мӗш шкулта вӗренекенсем ҫулсерен Богдан Хмельницки урамӗнчи масара тирпейлеҫҫӗ, унта пытарнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен вил тӑприйӗсем ҫине ҫӑлтӑрсем вырнаҫтараҫҫӗ. 

Надежда Порфирьева вӗрентекен пуҫарнипе шкул ачисем кунти вил тӑприсене кашни ҫулах тирпейлеме килеҫҫӗ. Ҫак масарта ҫӗршер Аслӑ вӑрҫӑ салтакне пытарнӑ. Нумайӑшӗн халӗ ячӗ-шывӗ те паллӑ мар.

8 теҫетке ҫул хушшинче салтаксен вил тӑприйӗсем юхӑнса кайнӑ. Вӗсем ҫинче халӗ нимле хӗрес-тавраш та, палӑк та ҫук. Тӗмескисем те ҫӗрпе тикӗсленсе пӗр тӑванла вил тӑприне ҫаврӑннӑ теме пулать. Шкул ачисем вара масара тасатнӑ май кашни паттӑрӑн вырӑнне палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ.

Палӑртнӑ вил тӑприсем ҫине ҫапла ҫӑлтӑрсем вырнаҫтарни иртен-ҫӳрене кунта канлӗхне тупнӑ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пирки аса илтерсе тӑрать. Ҫак сӑваплӑ паллӑсене 61-мӗш шкула хула администрацийӗ туса панӑ. Ҫапла шкул ачисем иртнӗ ҫул Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейне халалласа 50 ҫӑлтӑр вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал тепӗр 10 вил тӑпри ҫӑлтӑрпа илемленчӗ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫсӗр пуҫне ҫамрӑксем вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче сипленекенсем патне ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ вӑрҫӑ салтакӗсене парнесем параҫҫӗ, концерт кӑтартса савӑнтараҫҫӗ. Хальхинче вӗсем патриотла юрӑсемпе ҫар операцийӗн салтакӗсен кӑмӑлне ҫӗклесе хӑварчӗҫ. Ырӑ пуҫарӑва ачасем малалла та тӑсма шантарчӗҫ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров