Хӗрлӗчутайсем Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа  уява пухӑнчӗҫ

Унта районтан тухнӑ тӑрӑшуллӑ та паллӑ ҫынсене чысларӗҫ.  Савӑнӑҫлӑ тӗл пулӑва Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ. 

Хӗрлӗ Чутай ҫӗрӗ тӗнчене чылай ӗҫчен те пултаруллӑ ҫынна парнеленӗ. Вӗсем район, республика тата ҫӗршыв аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ентешӗсене саламлама ҫитрӗ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен паллă артистсем, режиссерсем, спортсменсем, журналистсем, писатель-поэтсем, юрăçсем, çĕр ĕçченĕсем, художниксем, çар çыннисем, патшалăх тата общество деятелĕсем, тухтăрсем  тухнă.

Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсемпе уйрӑмах мӑнаҫланаҫҫӗ вӗсем. Упукушкӑнь ялӗнчи Алексей Логинов Совет Союзӗн геройӗ ята илме тивӗҫ пулнӑ. Салтак Днепр юханшывӗ ҫывӑхӗнче хӑюллӑн ҫапӑҫса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку тӑрӑхри 2 Социализмла ӗҫ геройӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакансемшӗн яланах тӗслӗх вырӑнӗнче. Вӗсенчен пӗри -  Туктамӑшри Дария Григорьева, тепри - Туканашри Александр Смалайкин. Ҫавӑн пекех Туктамӑшран паллӑ тухтӑр,  РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ хирургӗ Виталий Гордеев тухнӑ. 


Алена Артемкина, Леонид Петров