Хастарсен аллинче ял пуласлӑхӗ те ырӑ кун-ҫулӗ

Муркаш округӗнче ӗҫлӗ ҫӳревпе пулнӑ май Алла Салаева депутат "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа епле проектсем пурнӑҫлассипе кӑсӑкланчӗ. Муниципалитет ертӳҫипе Александр Ивановпа тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Николай Угасловпа пӗрле пулас объектсене тишкерчӗ. 

Регион ертӳҫи Олег Николаев пуҫарнӑ программа ял-хулара кӗске хушӑрах анлӑ сарӑлнӑ. Муркаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫамрӑксем валли аталану ҫул-йӗрӗ хывас тенӗ. Ярапайкасси ялӗнче, сӑмахран, стадиона ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ. Пысӑках мар футбол уйӗ те ытлашши пулмӗ. Ялти командӑра 25 ҫын ӑсталӑхне туптать, мечӗк хӑвалакан ҫӗнӗ ӑру та ӳсет. Пысӑккисене кура вӗсен те ӑмӑртусенче ҫӗнтерсе хавхаланас кӑмӑлӗ пур. Москакассисене хӗлӗн-ҫӑвӗн вӑхӑт ирттерме май паракан ача-пӑча лапамӗ кирлӗ. Халиччен хоккей выляма кӑмӑллакансем шӑннӑ кӳлӗ ҫийӗн турнирсем ирттернӗ. Хӑрушсӑрлӑх енчен шиклентерет аслисене ҫакӑ. Хӑнасем ачасен шухӑшӗпе те кӑсӑкланчӗҫ. Тепӗр тӗлте - Сентимӗрте - пӗве тимлӗх ыйтать. Ял варринче вырнаҫнӑ шыв хӗрринче ҫемьесем пухӑнма, амӑшӗсем пепкисемпе уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Таврана хӑтлӑх кӳнипе танах пӗвене юшкӑнран тасатасшӑн, ҫыранне йӗркене кӗртесшӗн. 

Делегаци вырӑнти халӑх пуҫарӑвне ырласа йышӑнчӗ. Шӑпах ҫакнашкал хастарсен аллинче ял пуласлӑхӗ те ырӑ кун-ҫулӗ. Сумлӑ хӑнасемпе пӗрле канашласа кашни объектшӑн яваплӑ ҫынсене палӑртма йышӑнчӗҫ. Ялсенче суйланӑ вырӑнсене 2027-мӗш ҫулти программӑна кӗртмелле. Ку енӗпе Алла Салаевапа Николай Угаслов пур енлӗн пулӑшма шантарчӗҫ.

Сывлӑха тимлӗх уйӑрма майӗсем пур паян. Ярапайкасси ялне шӑп та лӑп хӑнасем килнӗ кун "Шаг к здоровью" проектпа килӗшӳллӗн куҫса ҫӳрекен медицина пункчӗсем ҫитнӗ. 5 сехетре тӗплӗ тӗрӗслев витӗр 160-а яхӑн ҫын тухнӑ. Терапевт пӑхнисенчен 17-шне, офтальмолог йышӑннисенчен 2-шне, эндокринолог патне лекнисенчен 45-шне сыватмӑша пыма сӗннӗ. Чи кирли - чир-чӗре вӑхӑтра палӑртса унпа кӗрешме пуҫлани. 

Алиса Александрова, Елена Буинцева, Виктор Степанов