Калаҫӑва пуҫланӑ май регион ертӳҫи республикӑн курӑмлӑ кӑтартӑвӗсене палӑртрӗ. Пирӗн спортсменсем биатлон, йӗлтӗр спорчӗ, фристайл, конькипе чупассипе, илемлӗ ярӑнассипе, хоккей вӑййинче пысӑк утӑмсемпе аталанаҫҫӗ. Пӗлтӗр йӗлтӗрпе роллер трассине хута яни татах та хавхалантарса ҫӗнӗ вӑй хушнӑ. Хальхи майсемпе хӗлӗн-ҫӑвӗн, ирӗн-каҫӑн тренировка ирттерме пулать. Тренерсем вара ҫӗнӗ йышши лапама пӗр иккӗленмесӗр тӗнче шайӗнчисемпе танлаштараҫҫӗ.
Хӑтлӑ меслетсем туса пани ҫителӗксӗр, социаллӑ пулӑшу та витӗмлӗ пулмалла. Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе спортсменсен апатлану нормин тӑкакне 3 хут ӳстернӗ. Пурӗ Чӑваш Енре хӗллехи спорт тӗсӗсенче 25 пин ытла ҫын ӑсталӑхне туптать. Спортсменсене ку енӗпе 110 тренерпа преподаватель хӑнӑхтарать. Республикӑри спорт шкулӗсен ертӳҫисем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче паян 300 ача вӗренет. Вӑл шутра тӗнче класлӑ 1 спорт мастерӗ, 6 Раҫҫей спорт мастерӗ, спорт мастерӗн 12 кандидачӗ. Иртнӗ сезонта кунти спортсменсене фристайл, биатлон енӗпе ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗртни те пӗлтерӗшлӗ. Ӑсталӑх шайне ҫулран-ҫул ӳстереҫҫӗ спортсменсем. Андрей Григорьева Республика Пуҫлӑхӗ йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерӗн ятне тивӗҫнипе саламларӗ. Вӑл ҫӗршыв чемпонатӗнче 70 ҫухрӑм парӑнтарса хӑйӗн тӗллевӗ патне ҫитнӗ. Биатлонпа тӗрлӗ ӑмӑртура палӑрнӑ Дмитрий Павлов та малашлӑха ҫӗнӗ тӗллевсем лартать. Халичченхи ҫитӗнӗвӗсем те сахал мар. Тӗлпулу кӑмӑллӑ самантпа - спортсменсемпе тренерсене тӗрлӗ шайри наградӑпа чысланипе вӗҫленчӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров








