Эфирта калакан кашни сӑмах - республикӑри пурнӑҫпа унӑн ӗҫченӗсем ҫинчен

Чӑваш радио йӗркеленнӗренпе 100 ҫул, Чӑваш телевиденийӗ уҫӑлнӑранпа 65 ҫул ҫитнине палӑртса савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. "Чувашия" патшалӑх телерадиокомпани ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене пысӑк уявпа саламлама сумлӑ хӑнасем, ӗҫтешсемпе пулас журналистсем, пархатарлӑ куракансемпе итлекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. 

"Шупашкар калаҫать" тенинчен пуҫланакан ӑшпиллӗ радиоэфир, тӑван телекураври пӗтӗм кӑларӑм - республикӑра пурӑнакан мӗнпур ҫын чӗринче, мӗншӗн тесен эфирта калакан кашни сӑмах - Чӑваш Енри пурнӑҫпа унӑн ӗҫченӗсем ҫинчен. Ҫавӑнпа кадрта е ун хыҫӗнче вӑй хуракансем пӗр саслӑн "ку пурин уявӗ те" теҫҫӗ. Компанире пурӗ 115 ҫын халӑх патне тӗрӗс информаци ҫитерес тесе хӑйӗн тивӗҫне тимлӗн пурнӑҫлать. Шӑпах ҫакна палӑртса каларӗ те Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев: интернет ӗмӗрӗнче кирек мӗнле хыпар та ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлать, анчах телерадиокомпани журналисчӗсем пысӑк яваплӑха туйса ӗҫлеҫҫӗ, информацие тӗрӗслемесӗр эфира кӑлармаҫҫӗ, ҫавӑнпа халӑх вӗсен сӑмахне иккӗленмесӗр ӗненме пултарать, терӗ. Вӑл ҫавӑн пекех кӑларӑмсене иртнине асра тытса, паянхи вӑхӑт ыйтнине шута илсе хатӗрленӗшӗн тав турӗ, чи хастаррисене патшалӑх наградисемпе чысларӗ. Телевиденин ятарлӑ корреспонденчӗ, вырӑсла кӑларӑмсем хатӗрлекен Наталия Егорова "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ.

Регион ертӳҫи республикӑри радиопа телевидени сигналне саракан центр ӗҫченӗсене те уявпа саламласа награда пачӗ. Чӑваш радио шеф-редакторне Ольга Туркая Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе чысларӗ. Вӑл 30 ҫула яхӑн тӗрлӗ ярӑм тытса пырать, унӑн сассине кашни радио итлекен паллать. 

"Чувашия" патшалӑх телерадиокомпанийӗ - Раҫҫей патшалӑх телерадиокомпанийӗн филиалӗ, унӑн регионсемпе ӗҫлекен департаменчӗн ертӳҫин ҫумӗ Андрей Никитин Чӑваш Енри ӗҫтешӗсем нумай нациллӗ ҫӗршывра вырӑнти культурӑпа йӑла-йӗркене, ҫав шутра чӑваш чӗлхине те упрама, аталантарма пулӑшни пӗлтерӗшлине палӑртрӗ. Вырӑнти медиахолдингӑн пуҫлӑхне Екатерина Канюкӑна, ытти пултарулӑх ӗҫченӗсене Хисеп хучӗ, Тав ҫырӑвӗ парса сумларӗ. Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Фёдоров, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Леонид Черкесов, Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий - телерадиокомпанин сумлӑ хӑнисем, вӗсем те пултаруллисене чысларӗҫ. 

"Телевиденипе радио ӗҫне пӗр кӳлӗнсен пӑрахма ансат мар, ҫавӑнпа кунта 40, 50, 60 ҫул таран чунне парса тӑрӑшакансем те пур. Ҫамрӑк ӑру тивӗҫлӗ канури ветерансене те сумлама пӗлет - вӗсем те паянхи уявӑн чаплӑ хӑнисем.

Телевиденипе радио хальхи вӑхӑтра куллен икӗ чӗлхепе - чӑвашла тата вырӑсла - 19 хыпар кӑларӑмӗ, уйӑхсерен 50 программа хатӗрлесе эфира парать. Вӗсене "Россия 1", "Россия 24", телеканалсемпе курма, "Радио России", "Маяк", "Вести-ФМ" радиоканалсемпе итлеме май пур, интернетри сайтра, социаллӑ сетьсенче те паллашма пулать. Кадрсем хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен университет - медиахолдингӑн пысӑк тусӗ. 

"Чувашия" телерадиокомпанире ӗҫлекенсен професси шайӗ ҫӳллине ҫулсерен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче мала тухни те ҫирӗплетет. Ҫӗнӗ ӑру умӗнхисен тӗслӗхне мала хурса ӗҫлени паха.

Марина Карягина, Алиса Александрова, Андрей Шоклев, Виктор Степанов, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов