Канаш тӑрӑхӗнчи кӗмӗл ветерансем хастар - тивӗҫлӗ канури вӑхӑта сывлӑхшӑн тата обществӑшӑн усӑллӑ ирттерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева вӗсем ташласа кӗтсе илчӗҫ.
Вӗтӗ шӑрҫапа ӗҫлени сывлӑхшӑн усӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах йӑла-йӗркене тытса пыни те пӗлтрӗшлӗ. Канаш тӑрӑхӗнчи маҫтӑрсем тухья-масмак ӑсталаҫҫӗ, концерт кӗписем ҫӗлеҫҫӗ. Олег Николаев вӗсене хастар пулнишӗн тав турӗ. Аслӑ ӑрури тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ волонтерсене вӑл наградӑсем парса чысларӗ. Людмила Васильевнапа Виталий Петрович Осиповсем 50 ҫул ытла пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Олег Николаев вӗсене "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" орденпа чысларӗ. Ҫемье пуҫӗ обществӑлла ӗҫре хастар - вӑл Раҫҫейри ветерансен пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пырать. Людмила Васильевна "Промтрактор" пӗрлешӳре чылай ҫул тӑрӑшнӑ. Туслӑ та ҫирӗп ҫемье вӑрттӑнлӑхне лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем.
Ҫак сумлӑ наградӑна тата тепӗр ҫемье тивӗҫрӗ - Лидия Авдеевнапа Юрий Николаевич Степановсем. Вӗсем нумаях пулмасть "ылтӑн" туй уявланӑ. Иккӗшӗ те хастар. Мӑшӑр Шупашкарти ветерансем хушшинче иртекен "Сатра-и, пахчара-и" тупӑшӑва хутшӑнса пӗрре мар малти вырӑна тухнӑ. Лидия Авдеевна унсӑр пуҫне "Надежда" ансамбле ҫӳрет.
Уявра кӗмӗл волонтерсем хушшинче иртнӗ конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Надежда Васильевана "Эко-волонтер" номинацире палӑртрӗҫ. Вӑл 5-мӗш ҫул макулатура пухмалли проект ертсе пырать. Ҫак тапхӑрта пӗр шухӑшлӑ волонтерсемпе картон-хут пухса сутнӑ укҫапа кедр, каштан, чие йывӑҫӗсен 50 хунавне туянса лартнӑ. Нина Шабалкина - хореограф. 12 ҫул каялла, тивӗҫлӗ канӑва тухсан, вӑл "Серебряные каблучки" ансамбль йӗркеленӗ. Ӑна "Социаллӑ экспресс" номинацире палӑртрӗҫ. Вӑл пенсири тата сусӑр ҫынсене ташлама вӗрентет. Тӑвай тӑрӑхӗнчи Любовь Кириллова ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшас тесе волонтерсен центрне йӗркеленӗ. Фронтри ентешсемпе вӑл куллен ҫыхӑну тытса тӑрать. "Волонтер-наставник" номинацире Етӗрне тӑрӑхӗнчи Роза Иванова ҫӗнтерчӗ. Вӑл та салтаксене пулӑшассипе тимлет. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе ыттисене явӑҫтратать. Роза Владимировна ырӑ ӗҫре пулӑшакансене тав тӑвать. Халӑхпа пӗрле 6 миллион ҫурӑ пухса салтаксем валли тӗрлӗ кирлӗ хатӗр туянса пама пултарнӑ.
"Кӗмӗл чун" форумра палӑрнӑ хастарсемпе Олег Николаев ҫавра сӗтел ирттерчӗ. Лариса Мышева 2021-мӗш ҫултанпа аслӑ ӳсӗмри волонтерсен респубикӑри юхӑмне ертсе пырать. Кӑҫал Лариса Ивановна икӗ хут Курск облаҫӗнчи госпитальте тата пансионатра пулнӑ, аманнӑ салтаксене ура ҫине тӑма пулӑшнӑ.
Пирӗн республикӑра "кӗмӗл" ветерансене халалланӑ форум кӑҫал 5-мӗш хут иртрӗ. Унта хутшӑнакансен йышӗ ӳссе пырать. Пӗрремӗш ҫулне 200-ӗн пулнӑ пулсан, кӑҫал - 350 волонтер.
Алена Артемкина, Виктор Степанов








