Ҫул юсасси, шыв, газ кӗртесси тимлӗхре пулчӗҫ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика ҫыннисене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. Тӗл пулӑва тӑваттӑн килнӗ. 

Александр Павлов Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тип Тимешрен ҫитнӗ. Ял старостине кӗпер ишӗлме пуҫлани пӑшӑрхантарать. Кӑҫал ҫурхи шыв анлӑ сарӑлнипе ҫӗр йӑтӑнать. "Комсомольски-Елчӗк-Пӑва" автомобиль ҫулӗ ҫинчи шыв юхмалли пӑрӑха юсаса парсан тем пекехчӗ, - тет вӑл. 

Шӑхасанта пурӑнакан Ольга Никитинӑна та регон ертӳҫи патне ҫивӗч ыйту илсе ҫитернӗ. Чапаев урамӗпе шыв кӗртсе пама ыйтать вӑл. 

Ҫавӑн пекех пусӑри шыв ӗҫме юрӑхсӑр. Анализ унта сӗлтӗ тата тимӗр нумаййине кӑтартнӑ. Олег Николаев Ольга Никитина ыйтӑвӗ кӑҫал татӑлассине пӗлтерчӗ. Ҫак ӗҫ валли "Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха ҫӗнетмелли тата аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн 5 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Горбатовкӑра пурӑнакансем вара килӗсене газ кӗртсе парасса кӗтеҫҫӗ. 

Пӑрачкаври шкул директорӗ Иван Кудявнин педагогсемпе спортсменсене, шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшне нумай ҫул канӑҫ паман ыйтӑва ҫӗклерӗ. Пурте ҫӗнӗ спорт площадки пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Пурри - кивӗ, хальхи вӑхӑт ыйтнине тахҫанах тивӗҫтерме пӑрахнӑ. Олег Николаев стадиона ҫӗнетессине шкулсене тӗпрен юсамалли программӑна кӗртме сӗнчӗ. 

Республика Пуҫлӑхӗ йышӑнӑва килнисен ыйтӑвӗсене тимлӗхре тытма шантарчӗ. 

Екатерина Фомина, Павел Иритков