«Чувашия» телерадиокомпани икӗ ҫавра ҫул паллӑ тӑвать 

Паян пирӗн телерадиокомпанин пысӑк уяв. Чӑваш радио 100 ҫул, телевидени вара 65 ҫул тултарать. Шӑп ҫак кун 1961-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче эфира хыпарсен пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Чӑваш АССР-ӗн кун-ҫулӗ кинопленкӑсенче ҫырӑнса телерадио комитечӗн архивӗнче упранма пуҫланӑ. 

Телекӑларӑмсем кашни кунах "Россия 1" тата "Россия 24" телеканалсемпе тухса тӑраҫҫӗ. Ирхи 5 сехетрен пуҫласа каҫхи 9 сехет ҫурӑчченех эфирта. 

Телекурав ӗҫӗнче тӑрӑшакан вуншар корреспондент тӑтӑшах республикӑри тӗрлӗ ял-хулана, ҫавӑн пекех аякри регионсене ҫитсе кӑсӑклӑ та пуян видеосюжетсем, ятарлӑ репортажсем ӳкерсе килеҫҫӗ. 

Ҫак калама ҫук пысӑк ӗҫре курӑнман фронт тӳпине те палӑртмалла. Тепӗр чух ҫур сехетлӗх кӑларӑма пухса хатӗрлеме эрне е унран та ытларах вӑхӑт кирлӗ. 

Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарлав ӗҫӗнче хальхи йышши хатӗрпе усӑ курать, чаплӑ студисенчен эфира тухать. Администраципе редакци, гараж тата ытти хуҫалӑх ҫурчӗсенче ир пуҫласа каҫчен вӗллери пыл хурчӗсем пекех ҫын хӗвӗшет. 

Паян пирӗн хӗпӗртеме кӑна мар, мухтанмалӑх та ҫитӗнӳсем пур. Эпир ниме пӑхмасӑр ҫӳллӗ тусене парӑнтаратпӑр, чи аякри ҫӗршывсене ҫитсе тӑван республика ялавне ҫӗклетпӗр. Пӗтӗм тӗнчене хӑюллӑн хамӑр пирки каласа кӑтартатпӑр. Малашне те телерадиокомпанин ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем пулса пыччӑр! 

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров