Чӑваш наци библиотекинче патриотла воспитани парас енӗпе "Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" ятпа калаҫу иртрӗ

Тӗл пулӑва ветерансем, ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, студентсемпе вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Истори ӑслӑлӑхӗн докторӗ Лев Ефимов профессор Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ кӗнекесен ярӑмӗпе паллаштарчӗ. 

"Тӑван ҫӗршыв аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ хастарсене, ҫӗнтерӗве туптама пулӑшнӑ хӳтӗлевҫӗсене пирӗн яланах асра тытмалла," - ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫларӗ тӗл пулӑва Наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова. Чӑннипех те, хальхи вӑхӑтра пултаруллӑ ентешсем ҫинчен паха кӗнекесем кун ҫути курни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ Лев Ефимов пӗтӗмпе 5 монографипе паллаштарчӗ. Вӗсенче 5 истори. Вӑл шутра Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсен, вӑрҫӑ паттӑрӗсен кун-ҫулӗ. 

Лев Ефимов сӑмахӗпе, чӑвашсенчен 130 ытла ҫын "Герой" ятне тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш монографи - авторӑн ентешӗ - Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ Мирон Ефимович Ефимов ҫинчен. Вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче летчик пулнӑ, хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, хастарлӑхне пула чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех кӗнекесен пӗр ярӑмне ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене халалланӑ. Сӑмах май, авторӑн тӑванӗ Станислав Ефимов та хальхи вӑрҫӑра пуҫ хунӑ. Пӗтӗмпе вара ятарлӑ ҫар операцийӗнче 10 чӑваш «Герой» ятне тивӗҫнӗ. Автор пултаруллӑ та хастар ентешсемпе 10 ҫул каяллах кӑсӑкланма пуҫланӑ, чылай архив тӗпченӗ, паттӑрсен тӑванӗсемпе тӗл пулнӑ. 

Тепӗр монографи пирӗн паллӑ ентеш - Совет Союзӗн Геройӗ Федот Никитич Орлов ҫинчен пулӗ. Ун ячӗпе паян Шупашкарта Калинин районӗнчи урам хисепленсе тӑрать. Ҫавӑн пекех тӗл пулура поэтсем тӗрлӗ вӑхӑтри хирӗҫ тӑрусене халалланӑ сӑвӑсем вуларӗҫ. "Лев Ефимов ҫырнӑ монографисем пуриншӗн те кӑсӑклӑ пулмалла, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва историпе ҫывӑхрах паллашма пулӑшмалла," - ҫирӗплетрӗҫ пуҫтарӑннисем. 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов