Чӑваш Енри пушар хуралӗн служби ҫӗнӗ техникӑпа пуянланчӗ

Раҫҫейре пушар хуралне йӗркеленӗренпе 377 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа республикӑри пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмсене тата Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин тӗп Управленине ҫӗнӗ техника уҫҫисене парса саламларӗҫ, ӗҫре палӑрнӑ ҫӑлавҫӑсене чысларӗҫ.

Пушар хуралӗн паркӗ ҫӗнӗ техникӑпа пуянланни "хӗрлӗ автана" хирӗҫ тата лайӑхрах кӗрешме пулӑшӗ, инкек пулнӑ вырӑна хӑвӑрт ҫитме май парӗ. Хальхинче Чӑваш Ене 6 ҫӗнӗ техника илсе килнӗ. Ҫавна май Елчӗк тӑрӑхӗ "Соболь" машинӑна тивӗҫрӗ. Кунти пушар чаҫӗнче паянхи куна 21 ҫын ӗҫлет. Вӗсен тӗп тӗллевӗ - округри ҫулӑмлӑ инкексен шутне чакарасси.

Элӗк, Муркаш тата Тӑвай тӑрӑхӗсенчи пушар чаҫӗсене "КАМАЗсен" уҫҫисене парса саламларӗҫ. Ку хӑватлӑ техникӑн ҫулӑма хирӗҫ кӗрешмелли пӗтӗмпех пур. Насусӗ ҫеккунтра 50 литр шыв кӑларма пултарать.  

Уяв ячӗпе ҫавӑн пекех пушар хуралӗнче нумай ҫул тӑрӑшакансене тата пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене патшалӑх наградисем парса чысларӗҫ. Регион пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, Шӑмӑршӑри 42-мӗш пушар чаҫӗн ертӳҫи Василий Масленников "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи" ята тивӗҫрӗ. Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пухӑннисене саламланӑ май, пӗлтӗр регионта унчченхи ҫулпа танлаштарсан 102 пушар сахалрах пулнӑ, ҫӑлнӑ ҫынсен шучӗ вара 26 процент ӳснӗ.    

Пухӑннисем вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешмелли хальхи йышши техникӑна пӑхса ҫаврӑннӑ май, вӗсем ҫӑлавҫӑсен ӗҫне тата ытларах ырӑ витӗм кӳрессине палӑртрӗҫ. 2020-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енре пурӗ пушар хуралӗн техника паркне ҫӗнетме 350 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Вӑл шутра 24 машин туяннӑ.

Оксана Верликова, Игорь Ульянов