Тӗп хулари 59-мӗш шкулти кӗҫӗн классен учителӗ Эльвира Максимова вӗренекенӗсемпе пӗрле акцине кашни ҫулах хутшӑнать. Ҫыххи-ҫыххипе парнеленӗ чечек часах илемне ҫухатать, ырӑ туни вара ырӑпа таврӑнать. Чирпе асапланакансене пулӑшасси пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ ӗҫ пулнипе ашшӗ-амӑшӗ те килӗшнӗ.
Перекетленӗ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене пулӑшма усӑ курӗҫ. Пулӑшу кӗтекен ҫемьесене ятарлӑ апат-ҫимӗҫпе, медицина хатӗрӗсемпе тата ытти япаласемпе тивӗҫтерӗҫ. Акци пирки тӗплӗнрех Аня Чижова ячӗллӗ фонд сайтӗнче пӗлме пулать.








