Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пуҫарнӑ "Ниме - халӑх бюджечӗ" проектпа Красноармейски округӗнче чылай ыйту татса параҫҫӗ

Кӑҫалхи ҫула кӑна трак енсем ку программа валли 118 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Укҫа-тенкӗне пӗтӗмпех ялсен аталанӑвне хываҫҫӗ. 

Трак енсем юлашки ҫулсенче округ улшӑнса пынине уйрӑмах туйса илнӗ. "Халӑх пуҫарӑвӗ" программӑпа иртнӗ виҫӗ ҫулта 40 ҫухрӑм ҫул юсанӑ. 70 ҫухрӑм таран шыв пӑрӑхӗ хывнӑ.   Паянхи кун чылай ялта таса шывпа усӑ кураҫҫӗ. Ялсене хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫ малалла пырать. Кӑҫал муниципалитера 10 ҫухрӑм ҫул сарма, 15 ҫухрӑм шыв пӑрӑхӗ ҫӗнетме тӗллев лартнӑ.

Халӑх пуҫарӑвӗн проекчӗ красноармейскисен пурнӑҫне сахал мар ҫӗнӗлӗх кӗртме май парать: музейсем, агрокванториумсем, туризм объекчӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Вӗсем ку тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн кӑна мар, республика хӑнисемшӗн те кӑсӑклӑ вырӑн пулса тӑрасса шанаҫҫӗ кунта. Сӑмахран, округра халӗ  "Упи паттӑр" музей-крепоҫ стенисене хӑпартаҫҫӗ. Калӑпӑшлӑ проект туристсене илӗртме пулӑшмалла. Комплекс 2 гектар лаптӑк йышӑнать. Унта несӗлсен авалхи пурнӑҫне, йӑли-йӗркине сӑнлама палӑртнӑ. Нимелле Кӗҫӗн Шетмӗри музея та тӗпрен улӑштараҫҫӗ. Пӳлӗмсене тӗрлӗ вӑхӑтри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халаллаҫҫӗ.

Республика Пуҫлӑхӗн проекчӗпекӗҫех ал ӑстисен ҫурчӗ уҫӑлӗ. Вӑл "Виҫӗ хӗвел" паркра вырнаҫнӑ. Маҫтӑрсен ҫуртне ҫавӑрнӑ та ӗнтӗ, ыттисене вӗрентме пултаракан ӑстасене те тупнӑ. Шалти ӗҫсене вӗҫлесен ку лапам та тулли  пурнӑҫпа пурӑнма пуҫламалла.    

Йӗпремсем вара пӗр шухӑшлӑ пулса пӗве таврашне хӑтлӑлатнӑ. Ял темиҫе ҫул ӗнтӗ "Муниципалитетри чи лайӑх ял" конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса пырать. Иртнӗ ҫул йӗпремсем пӗр миллион ҫурӑ  тенкӗ выляса илнӗ. Кӑҫал  - тепӗр миллион.  Грант укҫипе подряд организацийӗ кунта йывӑҫ урай сарнӑ. Шыв хӗррине анмалли вырӑнсене хӑтлӑлатнӑ, понтон кӗперсем хывнӑ, хывӑнса тӑхӑнмалли вырӑн, фонтан, туалет хута янӑ. Кӑҫал вара пляж беседкӑсемпе, шезлонгсемпе сунчӑксемпе, япала хумалли шкафсемпе пуянланнӑ.   
Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакансем "Ниме" проект ҫӗнӗ  объектсем уҫма, халӑх ӑс-хакӑлӗпе культурине пуянлатма пулӑшнипе пӗрлех пӗтӗмӗшле регионӑн экономикипе социаллӑ пурнӑҫне те ырӑ витӗм кӳрессе шансах тӑраҫҫӗ.

Леонид Петров, Святослав Петров